11 марта 2017 г.
Чăваш Енĕн Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви 2017 çулта республикăра пурăнакан 42 пин çынна ĕçпе тивĕçтересшĕн.
Мартăн 9-мĕшĕ тĕлне республикăри ĕçпе тивĕçтерекен службăна 1766 организаци 15 пин рабочипе служащи кирли çинчен пĕлтернĕ. Вĕсен вăтам ĕç укçи 17,7 пин тенкĕпе танлашмалла. Ытларах водительсем, çĕвĕ çĕлекенсем, каменщиксем, сварщиксем, тухтăрсем, менеджерсем, инженерсем кирлĕ.
Регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче 4-мĕш вырăн йышăнать - кунта кăçалхи январь уйăхĕнче ĕçсĕрлĕх шайĕ 4,7 процент /федераци округĕнче - 4,9 процент, Раççейре - 5,4 процент/ пулнă.