Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Илемлĕх тĕнчене çăлать»

11 марта 2017 г.

Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче хĕрарăмсен ал ĕçĕсенчен йĕркеленĕ курав уçăлнă.

«Илемлĕх тĕнчене çăлать» куравра маçтăрсен тĕрлĕ майпа хатĕрленĕ ĕçĕсене тăратнă. Унта тĕрĕсемпе, хаçатран, хутран йăваласа хатĕрленĕ карçинккасемпе, савăт-сапапа, фоамирантан /çемçе хут листи/ тунă тĕрлĕ чечексемпе, çыпăçакан тĕрлĕ хутран хатĕрленĕ композицисемпе, чĕнтер йĕппипе çыхнă çи-пуçпа паллашма пулать.

Тĕрĕсене хĕресле тата вĕтĕ шăрçапа тĕрлекен Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ Валентина Васильеван ĕçĕсем питĕ илемлĕ. Елчĕк ялĕнчи Зинаида Федотова вара йĕппе тĕрлĕ япала çыхать, хытă хут çине тĕрлĕ тĕслĕ çемçе хутран композицисем ăсталать, пластик савăт-сапаран, картун коробкăсенчен кил-тĕреше хитрелетмелли тĕрлĕ япала хатĕрлет.

Елчĕкри Ирина Егорован ĕçĕсем те куçсене илĕртеççĕ. Педагог тĕрлĕ япаласем ăсталать кăна мар, вĕтĕ шăрçаран тĕрĕсем тĕрлет.

Лаш Таяпари Дарья Евдокимовăпа Лариса Кузьмина илемлĕ нускисем çыхаççĕ, хаçат-журнал листисене йăваласа тĕрлĕ хатĕрсем ăсталаççĕ.

Сире хамăр куравра кĕтетпĕр.

С.СТЕПАНОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика