11 марта 2017 г.
Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче - вырăс православи чиркĕвĕн уявĕ - православи кĕнекин кунĕ.
Хальхи вăхăтра тĕн кĕнекисем темĕн тĕрли те пур. Вĕсене ашшĕ-амăшне хăйсен ачисене ăс пама вĕрентес тĕллевпе çырса хатĕрлеççĕ. Çак кĕнекесенче çамрăксен хăйсене мĕнле тытмаллине, мăшăрсемпе йĕркеллĕ пурăнса ирттермеллине вĕрентеççĕ.
Хамăрăн ачасене мĕн пĕчĕкрен тĕн кĕнекисемпе паллаштарни, чăн тĕн çинчен вĕрентсе çитĕнтерни вĕсен малашнехи пурнăçне тĕрĕс йĕркелесе пыма ăс парса пырать.