11 марта 2017 г.
Ĕнер Раççейре архив кунне паллă турăмăр. Юлашки çулсенче архивсен пĕлтерĕшĕ палăрмалла ÿсрĕ.
Районти архивра документсем ятарласа уйăрса панă пÿлĕмре тимĕр стеллажсем çинче упранаççĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне фондра 20489 документ упранать. Архивра 1928 çултан пуçласа паянхи кунчченхи документсем сыхланаççĕ. Кунта ял совечĕсен докуменчĕсем, хуçалăх кĕнекисем, 1930-мĕш çулсенче пуçланса кайнă сельхозартельсен, çавăн пекех тĕрлĕ организаципе учрежденисен тата предприятисен докуменчĕсем ытларах.
Планпа килĕшÿллĕн 2016 çулта 7 организаципе предприятири документсене йĕркелесе çитернĕ. Çулталăк хушшинче эксперт комиссине яланах упранакан 777 документ тăратнă. Вĕсене эксперт комиссийĕ алă пусса çирĕплетнĕ. Кунта плана кĕртмен организацисем хăйсемех тăрăшса ĕçленине палăртмалла.
Архив ĕçĕнче халăх ыйтăвĕсене тивĕçтересси, социаллă пулăшу справкисем парасси тĕп вырăн йышăнать. Çулсерен ĕç укçи, стаж çирĕплетме ыйтса çыракан ыйтусем нумайлансах пыраççĕ. Вĕсене эпир архива йĕркелесе панă регламент тăрăх 1 уйăхра хурав паратпăр. 2016 çулта 1098 ыйту йышăннă, 1052 ыйтăва тулли хурав панă.
Район архивне ыйтусем ытларах электрон мелĕпе е нумай функциллĕ центр урлă килеççĕ. Тĕрлĕ юридика ĕçĕсене пăхса тухса архив докуменчĕсенчен 121 копи туса панă. Кулленхи ĕçре кивĕ документсене йĕркене кĕртсе пыратпăр.
Паянхи кун архива документсемпе комплектаци списокне кĕрекен 42 учрежденипе организаци пуянлатса тăраççĕ. Кашни çулах декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак организацисенче паспортизаци ирттеретпĕр. Чылай организацире ĕç номенклатурисем, делопроизводство инструкцийĕсем, архив çинчен калакан положенисем кивелни курăнать. Вĕсене кашни 3 çултан çĕнетмеллине асра тытмалла. Маларах асăннă документсен тĕслĕхĕсемпе Чăваш патшалăх архивĕсен сайчĕсем çинче паллашма пулать.
2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 42 организаци паспортизаци витĕр тухнă. 40 организацире ĕç номенклатурисемпе делопроизводство инструкцийĕсем пур.
Районти организацисенче 2683 документ упранать. Вĕсенчен 1755 докуменчĕ эксперт комиссийĕ витĕр тухнă. Çулталăк хушшинче мĕнпурĕ 229 документ пуçтарăнать.
Архиври документсем - районти халăхăн кун-çулĕ. Çавăнпа документсене типтерлĕ упрас тесе тимлетпĕр.
Т.ПУПИНА,
райадминистрацин культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ.