Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти çулсене сарма Чăваш Ене укçа килет

07 марта 2017 г.

Раççей Федерацийĕнчи Çул-йĕр агентствипе Чăваш Республикин Транспорт министерстви Чăваш Республикинчи ялти çулсене сарма укçа-тенкĕ уйăрса парасси çинчен килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ.

РФ Çул-йĕр агентствин ертÿçи Роман Старовойт регионсенче пысăк кĕперсене çĕклесе лартма кăçал сахал мар укçа-тенкĕ уйăрнине, сăмах май, çак ĕç Чăваш Енре тĕплĕн пурнăçланса пынине палăртнă. Ку чухне сăмах Пăрачкав районĕнчи Сур юханшывĕ урлă выртакан пысăк кĕпер пирки пынине ăнланатпăр. Объекта пурнăçлама 68 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă, вăл региона «Платон» тытăмĕ урлă куçать.

«Чăваш Республикинче инфратытăма аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева çакăншăн тав тăватăп. Регион яланах тухăçлă ĕçлеме пултарнипе палăрса тăрать. 2017 çулхи кăтартусем те ăнăçлă пуласса шанса тăратăп», - тенĕ Роман Старовойт.

Тепĕр пысăк ĕç вăл - «Хăрушлăхсăр тата паха çулсем» проект. Чăваш Республики çак проекта та кĕрсе юлнă. Кăçал çакăн валли республикăна 625 миллион тенкĕ куçарасси те паллă. Проектăн тĕп тĕллевĕ - çулсене тирпейлĕ тытасси, çулсем çинчи аварисен шутне чакарасси.

Аса илтеретпĕр, республикăн çул-йĕр фончĕ 2017 çулта 5 миллиард тенкĕпе танлашать. Çав шутран 3 миллиард тенкине çĕнĕ объектсем тунă çĕрте тăкаклама палăртнă, 2 миллиард тенкине çулсене тĕпрен юсаса йĕркене кĕртме уйăраççĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика