Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхра пуç усман

07 марта 2017 г.

Тĕлĕнетĕн ял хĕрарăмĕнчен: шăпа темле авса, çапса хуçсан та малалла талпăнать, ашшĕсĕр тăрса юлнă ачисене ура çине тăратассишĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлет, тĕпренчĕкĕсем çĕршывшăн усăллă çынсем пулса ÿсчĕр тесе хăйĕн чун ăшшине, ăсталăхне парать. Çирĕп чун-чĕреллисем, ĕçре пиçĕхнисем, йывăрлăхра пуç усманнисем пирĕн хушăра чылай. Пуян чун-чĕреллĕ маттур хĕрарăмсенчен пĕри вăл - Хĕрлĕçырти Ольга Смирнова.

Ăнсăртран паллашрăм Ольга Александровнăпа. Уçă та ырă кăмăллăскер, тантăшĕпе хаçат редакцине хăйĕнчен чылай çул аслă хĕрарăма паллă юбилей ячĕпе саламлама килнĕччĕ вăл.  Чун-чĕресене уçса калаçса лартăмăр. Çăмăл мар шăпа тивнĕ ăна, çапах çирĕп кăмăл-туйăмĕ, ĕçрен ÿркенменни йывăрлăхсене хыçа хăварма пулăшнă.

...Тăрăм ялĕнчи Черновсен çемйинче 56 çул каялла йĕкĕреш кун çути курнă. Çут тĕнчене пит курас килнĕ-тĕр пĕртăвансен, çичĕ уйăхрах çуралнă. Арçын ачапа хĕрачана пысăк çемье юратса çитĕнтернĕ. Ялти шкулта сакăр класс пĕтерсен вĕренме каяс ĕмĕтпе çунатланнă Оля. Çуллахи каникул вăхăтĕнче аслисемпе пĕрле стройкăна ĕçлеме кайнă. Елчĕкри строительство управленинче тăрăшса штукатур-маляр профессине алла илнĕ. Çивĕч те йăрă, вăр-вар, ĕçе тĕплĕ пурнăçлакан харсăр хĕре каччăсем те асăрханă паллах. Пĕве кĕрсенех кÿршĕ ял каччи вăрласа кĕрсе ăна арăм тунă. Юратман çынпа пурнăç ăнман вунсаккăрти пикен. Каярахпа вăл чун-чĕрене çывăх çынна тĕл пулнă.

Пĕр вăхăт Смирновсем Чулхула тăрăхĕнче пурăннă. Хулари хăтлă хваттер те илĕртмен телейлĕ мăшăра. Вĕсем ашшĕпе амăшне ватлăхра пулăшу аллине тăсма тăван яла таврăннă.

Алексей Зиноновичпа Ольга Александровна Хĕрлĕçыра куçса килсен часах хуçалăх ĕçне пикеннĕ. Ферма коллективĕ питĕ туслă пулнине, пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçленине каласа парать хĕрарăм.

Çемье телейне тупнă мăшăр чи малтанах ăшă та хăтлă йăва  çавăрма ăнтăлнă.  Тĕп килтен уйрăлса тухса, тенкĕ çумне тенкĕ пуçтарса çурт лартнă, хуралтă çавăрнă. Çăмăл килмен. Вунă çул тунă вĕсем хăйсен кермен пек хăтлă çурт-йĕрне. Хуçалăх вăл çулсенче ĕç укçи тÿлемен. Çапах нăйкăшман Смирновсем, малалла талпăннă.

- Ялта укçа-тенкĕ ĕçлемесĕр пулмасть. Выльăх-чĕрлĕх нумай усраттăмăр. Алексей  питĕ тăрăшуллă çынччĕ, - упăшкине ырăпа аса илмен кун та иртмест Ольгăн.

Ялта ĕç çуккипе Алексей Зинонович Мускаври стройкăна çул тытнă. Ку вăхăт тĕлне Смирновсем пилĕк ача çуратнă ĕнтĕ.

- Темле йывăр тапхăр пулсан та укçа-тенкĕрен татăлса курман эпир. Тутлă çиес тесе лавккана та чупман. Кун сиктерсе тăхăр буханка çăкăр пĕçереттĕм. Сĕт юр-варĕ, аш-какайĕ, хамăр вăйпа çитĕнтернĕ пахча çимĕç çителĕклĕ пулнă, - тет Ольга Александровна.

Туслă мăшăрăн шăкăл-шăкăл калаçса кăна пурăнмалла чухне çемьере пысăк инкек сиксе тухнă. Алексей тĕп хуламăрти стройкăра ÿксе вилнĕ. Мĕн тумалла пилĕк ача амăшĕн? Тĕпренчĕкĕсене ура çине мĕнле тăратмалла? Аслă хĕрĕ кăна вăтам шкул пĕтернĕ-çке. Ыттисем пĕринчен тепри кĕçĕнрех.

Арçынсăр хĕрарăмĕн нуши нумай пулни куçкĕрет, хуçалăх лавне пĕччен сĕтĕрмелле... Пилĕк ача амăшĕ пĕр ĕçрен те ÿркенмен, дояркăра та, йĕтем çинче те тăрăшнă, пăру та пăхнă,  кÿршĕ ялти хăяр ани çинче те тар тăкнă. Килте вара ĕне, сыснасем, сурăхсем, хур-кăвакал йышлă ÿстернĕ.

- Ачасене мĕнле вĕрентмелле? Чуна паратăп, пурпĕрех вĕрентсе кăларатăп кашнине, - текен шухăш ир тăрсан та, каç выртсан та канăç паман тăлăх арăма.

- Вĕренекен ачана «вĕрен, вĕрен» тесе каламалла мар иккен. Пурнăçра вĕренни питĕ кирлине хăйсемех ăнланатчĕç, кĕнеке нумай вулатчĕç аслисем. Кĕçĕнни те вĕсенчен ырă тĕслĕх илсе ÿсет, - тет пилĕк ача амăшĕ.

Хĕрĕсемпе ывăлĕ амăшне çăмăл маррине ăнланса, май килнĕ таран кил картинче пулăшма тăрăшнă. Амăшне хирĕç урлă сăмах каласа курман ачисем халĕччен.

Унтанпа сакăр çул иртнĕ. Паян Смирновсен аслă хĕрĕ, Настя, çемьеллĕ. Педагог профессине алла илнĕ. Таня Ленинградра çар психологийĕн аслă шкулне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ хыççăн иккĕмĕш аслă пĕлÿ илнĕ. Алена та юрист. Эльза республикăри культура институчĕн иккĕмĕш курс студенчĕ. Режиссер специальноçне алла илесшĕн. Кĕçĕнни, Кирилл, 10 класра вĕренет. Аслисем тăван киле манмаççĕ, час-часах килсе çÿреççĕ.  Уявсенче вара пÿрт савăнăçпа тулать. Пурте пĕрле пухăнсан ăшпиллĕ калаçу амăшĕн чун-чĕрине ăшăтса çемçетет.

- Анне пирĕншĕн çирĕп тĕрек, - теççĕ ачисем амăшне ăшшăн ыталаса.

Ольга Александровна алĕç ăсти те. Уйрăмах тĕрĕ тĕрлеме, çыхма кăмăллать. Ыйхă мĕнне пĕлмест вăл.

- Мĕн ачаран тĕрлесе ÿснĕ. Тĕрĕ маншăн чун киленĕçĕ, - тет Ольга Александровна.

Типтерлĕ хĕрарăмăн кил-çуртĕнче тирпейлĕх хуçаланать. Ольга Смирнова пек пултаруллă хĕрарăмсем пур чухне пурнăç та илемлĕрех пек туйăнать.

В.КИРИЛЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика