07 марта 2017 г.
Право сыхлавĕн районти органĕсен черетлĕ координаци канашлăвĕнче алкоголь продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшне, çавăн пекех эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн тунă преступленисемпе право йĕркине пăснине чарса лартас ыйтусене тишкернĕ.
Район прокурорĕ В.Николаев ертсе пынă канашлура палăртнă тăрăх, право сыхлавĕн, ытти тĕрĕслев, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем йышăнакан мерăсем эрех-сăрапа иртĕхессине туллин чарса лартаймаççĕ, алкогольпе минренĕ хыççăн преступлени çулĕ çине тăрассине хирĕç профилактика ĕçĕсен те витĕмĕ пĕчĕк.
Саккунсене пăхăннине тĕпченĕ май, чылай организаципе уйрăм предприниматель çав-çавах этил спирчĕн, спиртлă тата алкогольлĕ продукцин çаврăнăшне йĕркелекен саккунсене пăсни палăрать.
Канашлура ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн полицин районти пайĕн тата экономика хăрушсăрлăхĕпе коррупцие хирĕç кĕрешекен уйрăмĕн ертÿçисен отчечĕсене итленĕ.
Сÿтсе явнă ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăну тунă. Ăна пурнăçланине район прокурорĕ тĕрĕслесе тăрĕ.
В.НИКОЛАЕВ,
район прокурорĕ.