Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 20 çул иртсен

07 марта 2017 г.

20 çул иртсен

Раççей Перекет Банкĕн Елчĕкри 4426 номерлĕ уйрăмĕн пысăк мар коллективĕ туслă, пĕр çемьери пек килĕштерсе ĕçлесе пурăннă. Пенсие кайсан тунсăхлама пуçланă, районăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăннăран час-часах тĕл пулса калаçма май килмен. Çавна шута илсе иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пĕрле ĕçленĕ ветерансем пухăнса калаçса ларчĕç.

Перекет Банкĕн Елчĕкри тĕп перекет кассине 1930 çулта уçнă. Вăл хальхи «Арбат» суту-илÿ центрĕн вырăнĕнчи йывăç çуртра вырнаçнăччĕ. Почтăн çыхăну уйрăмĕсенче агентство кассисене Лаш Таяпа, Аслă Таяпа, Кавал, Шăмалак, Сăрьел ялĕсенче уçнăччĕ. Çавăн пекех кассăсем Свердлов ячĕллĕ, «Победа» колхозсенче те пулнă. 1958 çулта укçа-тенкĕ сахал пулнăран, вĕсене хупнă. Çав çулах Тăрмăшри агентство кассине хупса Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче уçнă. 1959 çултан пуçласа 1979 çулччен агентство кассисене 2-мĕш разрядлă перекет кассисем ят панă. 1963-1965 çулсенче вĕсенчен перекет кассисем туса хунă.

1995 çулта Елчĕкри тĕп перекет кассинчен Раççей Перекет банкĕн Елчĕкри 4426 номерлĕ уйрăмне туса хунă. Ялсенчи перекет кассисем унăн филиалĕсем пулса тăнă. 1999 çулта çакăн пек филиалсем 14 çити ÿснĕ. 2004 çулта филиалсен шутне 7 таран чакарнă. Вĕсем Лаш Таяпара, Тăрăмра, Çирĕклĕ Шăхалĕнче, Аслă Пăла Тимешре, Шăмалакра, Кĕçĕн Таяпара, Курнавăшра юлнă.

2003 çулта Раççей Перекет банкĕн Елчĕкри 4426 номерлĕ уйрăмĕ Патăрьелĕнчи 4440 номерлĕ уйрăмĕпе пĕрлешет, Раççей Перекет банкĕн 4440Ÿ036 номерлĕ хушма офисĕ пулса тăрать.

Çак тапхăрта Перекет Банкĕн системинче ертÿçĕсем пулса А.Кужуков /Аслă Таяпа/, В.Иванов /Кĕçĕн Таяпа/, П.Данилов /Тăрмăш/, Н.Румянцева /Ленинградран эвакуаципе килнĕ/, В.Тимофеев /Тăрăм/, А.Андриянов /Тăрмăш/, П.Владимиров /Тăрăм/, Н.Яснопольский /Çĕрпÿ районĕ/, Л.Миронов /Тăрăм/, И.Левый /Çирĕклĕ Шăхаль/, А.Ишмуратов /Елчĕк/, Ю.Ефимов /Елчĕк/, А.Шадриков /Таяпа Энтри/ ĕçленĕ. Елчĕкри перекет кассинче ялсене тухса çÿреме лаша, ăна пăхса усрама конюх тытса тăнă.

Елчĕкри перекет кассин заведующийĕ пулса 15 çула яхăн Леонид Сергеевич Миронов ĕçленĕ. Çак тапхăрта Перекет Банкĕн уйрăмĕн çуртне туса пĕтерсе хута янă.

Перекет Банкĕн Елчĕкри тĕп кассинче, унтан Перекет Банкĕн уйрăмĕнче тĕп бухгалтер пулса Елизавета Филипповна Беляева /Яковлева/ 1963 çултан пуçласа пенсие кайичченех ĕçленĕ. Банк системинче тăрăшса ĕçленĕшĕн «СССР Госбанкĕн отличникĕ» ята тивĕçнĕ. Перекет Банкĕн филиалĕнче нумай çул хушши кассирта Роза Степановна Петрова ĕçленĕ. Çамрăксен наставникĕ пулнă. Пенсие те çав ĕçренех кайнă. «Победа» колхозăн агентство кассинче нумай çул Анастасия Емельянова тăрăшнă. Перекет Банкĕн уйрăмĕнче С.Ишмуратова /ревизор/, Н.Максимова /аслă контролер/, Н.Ефимова /экономист/, филиалсенчи контролерсенчен Т.Шуйкова /Шăмалак/, В.Колпакова /Аслă Таяпа/, Г.Власова /Кĕçĕн Таяпа/ лайăх ĕçлесе пынине палăртмалла. С.Михайлова аслă контролер ĕçре хастарччĕ, паянхи кун та çавăн пек.

Раççей Перекет Банкĕн Елчĕкри 4426 номерлĕ уйрăмĕ, çĕршыври ытти банксем пекех, халăхран укçа-тенкĕ пухассипе, ăна халăх хуçалăхне аталантарма ярассипе ĕçленĕ. Халăх хушшинче патшалăхăн 1982 çулхи шалти заемĕсене сарнă, 1947, 1956 çулсенче заемсене хăйсен хакĕпе халăхран пухнă. Казначей обязательствипе укçапа япала лотерейисене сутнă. 1991 çулта Раççей Перекет Банкĕ Финанс тата Суту-илÿ министерствисемпе килĕшÿ çырнă, халăхран кайран хаклă таварсем кÿрсе килсе пама шантарса укçа пухнă. Çавăн чух Акчел çынни «Волга» автомашина туянчĕ.

1992 çулта Раççей Перекет Банкĕ хушнипе халăхран ваучерсем туянассипе ĕçлерĕмĕр. Вĕсене инвестици чекĕсемпе улăштартăмăр. Туяннă чексене Перекет Банкĕ кайран çĕршыври инвестици фондне панă. Малтан палăртнă тăрăх, приватизаци счечĕсем çине /ăна кашни çын ячĕпе уçнă/ Раççей Тĕп Банкăн учет ставкинчен кая мар процентпа укçа килсе кĕмелле пулнă. Анчах çак условисене никам та пурнăçламан.

Пачах урăхла пулса тухрĕ - олигархсем çĕршывăн пурлăх хуçисем пулса тăчĕç, чек хуçисем паянхи кунчченех дивидентсем илеймеççĕ.

Тепĕр тĕслĕх. Халăхра çÿрекен 50 тенкĕлĕх хут укçасене çĕннисемпе пĕр талăкра улăштарма вăрттăн хушу килчĕ. Хушăва пурнăçларăмăр. Анчах кая юлса килнĕ çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтереймерĕмĕр, вĕсем 50 тенкĕлĕх укçасене улăштараймасăр юлчĕç.

1997 çулта ирттернĕ укçа реформи те вкладчиксен ĕмĕрĕпе пухăннă укçине пĕтерсе хучĕ. Унччен автомашина туянма, çурт-йĕр çавăрма пухнă укçа-тенкĕ ача-пăча вылямалли машина илмелĕх таран йÿнелчĕ.

Çакăн пек пулăмсем Раççей Перекет Банкĕн тата унта ĕçленĕ работниксен ят-сумне чылай чакарчĕç. Анчах çынсем Перекет Банкĕпе тытнă çыхăнусене татмарĕç: вкладчиксен шучĕ тата вкладсен суммисем ÿссех пычĕç. Уйрăм предпринимательсемпе хуçалăхсем, организацисем Перекет Банкĕн уйрăмĕнче расчетлă счетсем уçма тытăнчĕç. Çынсем ĕç укçипе пенси укçине банк карточкисемпе илме пуçларĕç. Перекет Банкĕн уйрăмне пухăннă укçан пĕр пайне уйрăм çынсене тата хуçалăхсене кредитсем пама ирĕк пачĕç. Патăрьелĕнче РКЦ уçрĕç. Перекет Банкĕн уйрăмĕ те хăйĕн расчетлă счетне унта регистрацилерĕ.

Инкассаци машини пачĕç. Штат расписанине шофер тата юрист должноçĕсене кĕртме ирĕк илтĕмĕр.

Касса ĕçне механизацилеме касса машинисем, компьютерсем тата ытти техника туянтăмăр. Электрон почтăпа усă курма тытăнтăмăр. Малтанхи вăхăтра ĕç итогне пĕтĕмлетсе баланс тума 2-3 сехет каятчĕ, халь вара баланс кашни операци хыççăн пулса пырать.

2000 çулта Перекет Банкĕн уйрăмĕн çуртне тĕпрен юсаса пысăклатрĕç. Çаксем тата ытти ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç пухăннисем. Кашнийĕнех аса илмелли нумай. Юрласа, ташласа та савăнчĕç. Юлашкинчен тĕлпулупа кăмăллă пулнине, малашне те çакăн пек мероприятисене ирттерме кирлине те палăртрĕç вĕсем.

И.ЛЕВЫЙ,
Раççей Перекет Банкĕн Елчĕкри 4426 уйрăмĕн 1989-1997 çулĕсенче ĕçленĕ управляющийĕ.

Перекет Банкĕн Елчĕкри уйрăмĕнче 1989-1997 çулсенче ĕçленĕ работниксем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика