07 марта 2017 г.
Нумай çыннăн пурнăçра хăй юратакан кинорежиссер е актер, композитор е юрăçă, спортсмен е команда пур. Вĕсем хавхалантараççĕ, çитĕнÿсем тума хистеççĕ, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшаççĕ. Çыннăн шăпи çавăн пек пулас: ĕненмелле, шанмалла, юратмалла.
Манăн юратнă спорт обществи - ЦСКА. Вăл 1911 çулта ОЛЛС /Общество любителей лыжного спорта/ ятпа пуçланса кайнă. Кайранхи ятсем: ОППВ - Опытно-показательная площадка Всевобуча /1923-1928 çç/, ЦДКА - Центральный Дом Красной Армии /1928-1950 çç/, ЦДСА - Центральный Дом Советской Армии /1951-1956 çç/, ЦСК МО - Центральный спортивный клуб Министерства Обороны /1957-1959 çç/, ЦСКА - Центральный спортивный клуб армии /1960 çултанпа/.
Совет тата Раççей тапхăрĕсенче ЦСКАн хоккей, футбол, баскетбол, волейбол, гандбол командисем çĕршыв чемпионачĕсенче, тĕнче шайĕнчи тĕрлĕ турнирсенче палăрнă. Ытти спорт енĕсен атлечĕсем те Олимп вăййисенче, Европа, тĕнче чемпионачĕсенче питĕ пысăк çитĕнÿсем тунă. Юлашки çĕнтерĕве аса илсен, 2016 çулхи çу уйăхĕнче баскетбол команди Берлинра Евролига финалĕнче Турцири «Фенербахче» командăран питĕ çивĕч кĕрешÿре выляса илни куç умне тухса тăрать. Фантастикăллă вăйă пулчĕ! Команда кураторĕ, ун чухне Президент администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Борисович Иванов та савăнчĕ.
2016 çулта футбол ăстисен тата тусĕсен пысăк савăнăç пулчĕ. 30 пин çын вырнаçмалăх питĕ илемлĕ çĕнĕ «ЦСКА-арена» стадион уçăлчĕ. Çывăхра - «ЦСКА» ятлă çĕнĕ метро станцийĕ. Иртнĕ сезонта çĕнсе илнĕ чемпионсен ылтăн медалĕсемпе çĕнĕ аренăра чысларĕç футболистсене. Малашне те çитĕнÿсемпе таврăнăр, туссем!
Манăн ЦСКА обществин хăш-пĕр легендисене аса илес килет: Всеволод Бобров, Борис Михайлов, Вячеслав Фетисов, Павел Буре /хоккей/, Григорий Федотов, Валентин Бубукин, Альберт Шестернев, Игорь Акинфеев /футбол/, Сергей Белов, Станислав Еремин, Сергей Тараканов, Андрей Кириленко /баскетбол/, Юрий Власов /йывăр атлетика/, Ирина Роднина - Александр Зайцев /фигурăсем туса ярăнасси/, Анатолий Карпов /шахмат/, Владимир Сальников /шывра ишесси/, Елена Исинбаева /çăмăл атлетика/, Светлана Хоркина /гимнастка/, Маргарита Мамут /илемлĕ гимнастика/...