04 марта 2017 г.
Мартăн 2-3-мĕшĕсенче Шупашкарти «ЭКСПО-КОНТУР» суту-илÿпе курав комплексĕнче регионсем хушшинчи IX «Çĕрулми - 2017» отрасль выставки ĕçленĕ.
Унта кăçал Раççейри 22 регионти 86 экспонент, çавăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев, РФ Федераци Канашĕн членĕ В.Николаев, Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕ С.Артамонов, Пĕтĕм Раççейри А.Лорх ячĕллĕ çĕрулми хуçалăхĕн наука-тĕпчев институчĕн директорĕн çумĕ Б.Анисимов, «Юрма» агрохолдингăн генеральнăй директорĕ В.Ермолаев хутшăннă.
Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев «Çĕрулми - 2017» выставкăна хакланă май, «иккĕмĕш çăкăр» тухăçне ÿстересси, унран тупăш ытларах илесси, ĕçлекенсене ытларах шалу тÿлесси тĕп тĕллев пулса тăнине палăртнă.
Раççей Президенчĕ В.Путин çĕрулми çитĕнтерекенсен умне продукцие чикĕ леш енне ăсатса экспорта аталантарма тĕллев лартнă. Ăна пурнăçа кĕртесси - кун йĕркинче. Республикăра наука аталаннă май, çĕрулмин селекципе вăрлăх центрне ĕçе кĕртесси малти вырăнта тăрать. «Слава картофелю» агрофирма ăна «АСК-Яльчики» ООО никĕсĕ çинче хута ярасшăн. Çакă çĕрулмин вăрлăхне ют çĕршывсенчен туянассине, тăкаксене чакарма, «иккĕмĕш çăкăрăн» чи паха вăрлăхне хамăр патăмăрта хатĕрлесе кашнинех тивĕçтерме май парать. Инвесторсем палăртнă тăрăх, кăçал вăрлăх 80 тонна çĕрулми çитĕнтересшĕн.