Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кил ăшши, çемье тĕрекĕ

04 марта 2017 г.

Кил ăшши, çемье тĕрекĕ

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Сильвестр Ивановичпа Тамара Ипатьевна Шелтуковсем пĕрлешсе пурăнма тытăнни 50 çул çитнĕ. Çур ĕмĕр хушшинче савăнмалли те, кулянмалли те нумай пулнă. Пурнăçа ирттересси - уй урлă каçасси мар.

- Çапах та лайăх пулăмсем ытларах упранса юлнă, - тет çемье пуçĕ. - Ырă çын усал ĕçсене манма тăрăшать, лайăх самантсене астуса юлать. Эпĕ лайăх çемьере çуралса ÿснĕ. Атте, Иван Константинович, ялти шкулта тăватă класс вĕренсе пĕтернĕ. Унтан тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. 1928-1931 çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă. Çартан таврăнсан ăна «Красный часовой» колхоз председательне суйланă. Ку вăхăт тĕлне ял çыннисем колхоза кĕрсе пĕтнĕ. Акăнакан çĕр лаптăкĕ пысăкланнă. Лашасене хупса усрама икĕ вите тунă. 1941 çулта вăрçă пуçлансан ăна мобилизаци енĕпе вăрçа илсе кайнă. 1945 çулта вăл вăрçăран таврăннă. Ăна «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» тата «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальсемпе наградăланă. Атте вăрçă хыççăн «Звезда» тата «Родина» колхозсенче тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Анне фермăра ĕçленĕ, йывăр чирлесе вилнĕ. Эпир пилĕк ача ÿссе çитĕннĕ. Халĕ пурте çемьеллĕ, хăйсем хуçалăх çавăрнă.

Сильвестр, 1941 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче çуралнăскер, тĕп киле юлнă. Ялти шкулта 7 çул вĕренсе пĕтерсен 8-10 классене Çĕнĕ Пăвана утнă. Вăтам шкул пĕтерсен пĕр вăхăт Донбасра çĕркăмрăкĕ кăларнă çĕрте тăрăшнă. 1958-1960 çулсенче Шупашкара таврăнса электроаппаратура заводĕнче слесарь-сборщикре вăй хунă. 1961 çултан пуçласа виçĕ çул Мускав çар округĕн ракета çарĕнче службăра тăнă. 1964-1968 çулсенче Шупашкарти Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче истори факультетĕнче вĕреннĕ.

- Алла диплом илсе яла таврăнсанах ялти 7 çул вĕренмелли шкул директорне лартрĕç, - иртнине аса илсе хаш! сывлать Сильвестр Иванович. - Шкул кивĕччĕ, чÿрече рамисем çĕрĕшнĕ, ăшă тытмаççĕ. Çурта кăмакапа хутса ăшăтнă. Вуттине шкул валли кăна мар, вĕрентекенсем валли те хатĕрлемеллеччĕ. Директорăн вĕренÿ ĕçĕпе мар, ытларах хуçалăх ĕçĕпе ĕçлеме тивнĕ. Юрать-ха шкулта вăрçăран таврăннă, пысăк опытлă учительсем ĕçлетчĕç: А.Т.Чернов, унăн мăшăрĕ О.М.Кузнецова, Ю.М. Никифоров /виççĕшĕ те Вырăскасси ялĕнчен/, Ф.Н.Никонорова тата ыттисем. Вĕсем хăйсен ĕçне лайăх пурнăçланисĕр пуçне мана та сĕнÿ-канашпа пулăшатчĕç. Çавăнпах коллективра ĕç дисциплини, вĕрентÿ пахалăхĕ çÿлти шайраччĕ.

Шкула вăтам ят парсан кунта çывăхри 7 ял ачисем çÿреме пуçланă. Икĕ сменăпа вĕрентнĕрен иккĕмĕш сменăрисем валли шкул çумĕнче интернат уçма, ютран килнĕ учительсем валли 4 хваттерлĕ çурт тума тивнĕ.

Директор 1976 çулта пилĕк яла пĕрлештерсе пысăклатнă «Знамя» колхоз председателĕпе /шăпах эпĕ ĕçленĕ ун чухне/ канашласа çĕнĕ шкул çуртне тума проект хатĕрлеме пуçлать. Таçта та çитет. 1984 çулта район ертÿçисем тата колхоз правленийĕ пулăшнипе ялта 392 ача вырнаçмалăх икĕ хутлă çĕнĕ шкул çĕкленсе ларнă. Шкулта вĕренÿ кабинечĕсем, столовăй, мастерской, акт залĕпе спортзал пур. Вăл вăхăтра ун пек шкул районта урăх пулман та. Çĕнĕ шкул тунă вăхăтра шкул директорĕнче Виктор Васильев ĕçленĕ.

Тепĕр хут шкул директорĕн ĕçне пуçăннă С.Шелтуковшăн хуçалăх ĕçĕпе чупасси вĕçленмен-ха, çурта хутса ăшăтасси каллех пĕрремĕш вырăна тухса тăнă. Канашран кашни кун пĕрер автомашинăран кая мар çĕркăмрăкĕ турттарма тивнĕ. Çĕркăмрăкĕ туянма бюджетран укçа уйăрттарасси çунтармалли хатĕр турттарассинчен те йывăртарах пулнă. Шкул çумне çĕнĕ котельнăй туса лартма тивнĕ. Шкула çутçанталăк газĕ килсен кăна ертÿçĕн ĕçĕ çăмăлланнă.

Çав тапхăрта пирĕн шкулта трактористсене те вĕрентсе кăларнă. Кашни çул 15-20 çамрăк виççĕмĕш класлă тракторист удостоверенине илетчĕ. Колхозпа шкул хушшинчи çыхăну туслăччĕ. Шкула колхоз МТЗ-80 тата Т-40 тракторсем туянса панă. Кунсăр пуçне груз турттармалли ГАЗ-53 автомашина та уйăрнăччĕ. Директора колхоз правленийĕн членне суйланăччĕ.

Сильвестр Ивановичăн паха енĕсем нумай. Пултаруллă педагог-ертÿçĕсĕр пуçне вăл общество пурнăçне хастар хутшăннă. Халăх контроль комиссийĕн председателĕ, «Пĕлÿ» обществăн пропагандисчĕ. Куçăмсăр майпа вăл Шупашкарта марксизм-ленинизм университетне пĕтернĕ. Паллах, пысăк та яваплă ĕçе пурнăçласа пыма кил ăшши, çемье тĕрекĕ пулăшса пынă.

Сильвестр Ивановичăн савнă мăшăрĕ, Тамара Ипатьевна, Çĕрпÿ районĕнче çуралнă. Вăтам шкул пĕтерсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ пединститута вĕренме кĕнĕ. 1967 çулта унтан  вĕренсе тухсан направленипе Таяпа Энтринчи 8 çул вĕренмелли шкула килнĕ. Унта вăл директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшнă. 1968 çултан Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулта аслă пионервожатăйра, ун хыççăн учительте ĕçленĕ. Вырăс чĕлхипе литературине тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

Тамара Ипатьевна шкул ĕçĕпе кăна лăпланса ларман, общество пурнăçне ялан хастар хутшăннă. Ялти хĕрарăмсен канашне ертсе пынă. Клубра вăл хутшăнмасăр пĕр мероприяти те иртмен. Юрланă, ташланă, алă ĕçĕ тума вĕреннĕ, хăйĕнпе пĕрле ыттисене те хавхалантарса пынă.

Шелтуковсем ĕçре те, килте те пĕрле. Халăхра «йĕппипе çиппи» теççĕ вĕсем пирки. Тăрăшуллă çемье тĕпре юлса çĕнĕ çурт лартнă, хуралтăсем çавăрнă. Хăй вăхăтĕнче картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал усранă. Колхозри ĕçрен те юлман: çĕрулмине, пахча çимĕçне çумкурăкран тасатнă, хăмла татнă.

- Укçа-тенкĕ çитменнипе мар, чун туртнипе ĕçленĕ, - тет Тамара Ипатьевна. - Ялта пурăнса хресчен ĕçĕнчен мĕнле пăрăнса юлмалла? Ку вăл килти ачасене ĕçе хăнăхтарни те пулать вĕт.

Сильвестр Ивановичпа Тамара Ипатьевна виçĕ ача - Александр, Сергей тата Алена - çуратса, пăхса ÿстернĕ, вĕрентсе кăларса ура çине тăратнă. Халĕ вĕсен пилĕк мăнук. Вăл шутра шкулта ĕçлекенсем те пур.

Асли, Александр, Шупашкарта тĕпленнĕ. Электротехникум пĕтернĕ. Лифтсем тăвакан заводра электромонтажник-наладчик пулса ĕçлет. Вăталăххи, Сергей, Шупашкарта. Вăл хальхи вăхăтра Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ. Кĕçĕнни, Алена, Елчĕкре пурăнать. Кĕпе-тумтир çĕленĕ çĕрте тăрăшать.

- Калăр-ха, министр пулма тивĕçлĕ çынна мĕнле пăхса ÿстерсе, мĕнле воспитани памалла? - кăсăклантăм Тамара Ипатьевнăран.

- Эпир министр çуратман. Хăй тăрăшнипе çавăн пек пысăк шая хăпарма пултарчĕ. Пирĕн Шупашкарта хыçалтан тĕртсе пыракан тус-тăван та, хурăнташ та çук. Сергей çамрăклах шкулта лайăх вĕренсе пычĕ. Пушă вăхăтра хоккей, футбол вăййисене йĕркелекенни те вăлахчĕ. Ывăлсем иккĕшĕ те тимĕр вăййипе - штанга йăтассипе интересленетчĕç. Районта, республикăра çак мелпе иртекен спорт вăййисене тăтăшах хутшăнатчĕç. Çак йăлана Сергей шкул пĕтерсен те пăрахмарĕ.

Сăмах май каласа хăварам, Сергей Сильвестрович çăмăл атлетика енĕпе Раççей категориллĕ судья. Йывăр атлетикăпа спорт мастерĕн кандидачĕ. Йывăр атлетикăпа Чăваш Республикин кубокне çĕнсе илнĕ, пауэрлифтинг ăмăртăвĕн призерĕ. Министр хăй вĕреннĕ шкула, хăй çÿренĕ Елчĕкри ДЮСШна манмасть.

Сильвестр Ивановичпа Тамара Ипатьевна тивĕçлĕ канура. Апла пулсан та вăй çитнĕ таран выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал усраççĕ. Çырма хĕрринчи лаптăкра йывăç тĕмĕсем лартаççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, çырана шыв çурса каясран сыхлаççĕ.

Аллă çул алла-аллăн тытăнса пурăнакан мăшăрăн чун киленĕвĕ - ачисемпе мăнукĕсем тăван яла килнĕ вăхăт: пĕр-пĕринпе канашлаççĕ, ыйтса пĕлеççĕ. Ачисем çитĕнсе çитнĕ пулсан та ашшĕ-амăшĕшĕн яланлăхах чун тĕпренчĕкĕсем пулса юлаççĕ. Савăнмалли те пурах çав. Ывăлĕсемпе хĕрĕ лайăх ÿссе çитĕнсе сывă пурнăç йĕркине тытса пынине мĕн çиттĕр!

- Мухтав Турра, виççĕшĕ те çĕршыва юрăхлă çынсем пулчĕç, - тет калаçăва пĕтĕмлетсе Тамара Ипатьевна. - Кинсемпе кĕрÿ те хамăрах пăхнă, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ.

Педагогика ĕçĕн ветеранĕсене хăйсен ачисем кăна мар, тăван шкултан вĕренсе тухса çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлекенсем те, хальхи вăхăтра парта хушшинче ларакансем те кашни уяврах открыткăсем парса савăнтараççĕ. Кунтан лайăххи тата мĕн пултăр пурнăçра. Ăшă сăмах, ял-йыш хисепĕ малалла ăнтăлма, пурнăçпа тан утма вăй-хал параççĕ сумлă ĕç ветеранĕсене. Шелтуковсен вĕрентÿ ĕçĕнчи пархатарлă ĕçсемшĕн панă наградăсем нумай.

Юлашкинчен çапла каласшăн:

Çĕр çине пĕрре килетпĕр

Йăх тăсмашкăн, юратмашкăн.

Кил ăшши, çемье тĕрекĕ

Вăй-хал паччăр пурăнмашкăн.

И.ЛЕВЫЙ,
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Сăнÿкерчĕкре: Шелтуковсем Алена хĕрĕпе тата Сергей кĕрÿшĕпе, Светланăпа Святослав мăнукĕсемпе.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика