04 марта 2017 г.
Район прокурорĕн тавăçĕсене тĕпе хурса суд ĕçре «сăрă схемăпа» усă курнă предпринимательсене пенси органне персонификаци учечĕн тата страховани тÿлевĕсене шутланин сведенийĕсене партарнă.
Прокуратура район администрацийĕпе, çавăн пекех контроль органĕсемпе пĕрле ĕçпе тивĕçтерекенсем ĕçре «сăрă схемăпа» усă курнине тĕрĕслесе тăрать. Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче вĕсем çынсене официаллă документсем йĕркелемесĕрех /ĕç килĕшĕвĕсĕр, ĕçе йышăннине ĕнентерекен хушусăр/ ĕçлеттернĕ, налук тата пенси органĕсене тивĕçлĕ тÿлевсене куçарман тĕслĕхсене тупса палăртнă. Хăш-пĕр предприниматель, должноçри çын тĕлĕшпе 2015-2016 çулсенче административлă производство пуçарнă.
Иртнĕ çул декабрь уйăхĕнче тепĕр хут тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн хăш-пĕр предпринимательсем, вĕсем тĕлĕшпе яваплăх мерисене палăртнă пулин те, хăйсен ĕçченĕсемшĕн пенси тата медицина страховани тÿлевĕсене куçарман. Çавна май прокуратура район судне 5 тавăç тăратнă, тивĕçлĕ тÿлевсем тĕлĕшпе Пенси фондне кирлĕ сведенисене тăратма ыйтнă. Суд прокурор ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ, 7 çыннăн пенси прависене тавăрма пултарнă.
К.ЯНДИМИРКИНА,
район прокурорĕн пулăшуçи.