04 марта 2017 г.
Январĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 22-мĕшĕччен шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин республикăри тапхăрĕ иртрĕ. 21 предметпа тупăшрĕç вĕренекенсем.
Предметсен олимпиадине районти 52 ача хутшăнчĕ. Вĕсенчен 12-шĕ призерсен йышне кĕме пултарчĕ. Уйрăмах Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем тарăн пĕлÿпе, пысăк тавракурăмлă пулнипе палăрчĕç. Андрей Данилов /10 кл./ физикăпа, Юлия Доброхотова /11 кл./, Александр Иванов /9 кл./ географипе, Роман Романов /11кл./ физкультурăпа, Екатерина Агеева /9 кл./ ОБЖпа, Николай Петров /11 кл./ технологипе, Лаш Таяпари Элла Немцева /9 кл./, Анастасия Волкова /11кл./ экологипе, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Дмитрий Волков /11 кл./, Наталия Федорова /11 кл./ физкультурăпа, Кирилл Чернов /9 кл./ физикăпа, Аслă Таяпари Наталия Рукавишникова /9 кл./ ОБЖпа призерсем пулса тăчĕç. Вĕренекенсем республика шайĕнче пысăк пултарулăх кăтартнинче вĕсен ертÿçисен тÿпи те пур. Çавăнпа та А.Данилов, В.Тябукова, В.Демьянов, Н.Волков, С.Долгов /Елчĕк/, И.Павлова /Лаш Таяпа/, О.Осипов, Н.Чернов /Çирĕклĕ Шăхаль/, В.Корнилов /Аслă Таяпа/ педагогсем ырă сăмаха тивĕçлĕ.
Çавăн пекех тутар тата чăваш чĕлхисемпе, тăван ен культурипе иртнĕ регионсем хушшинчи олимпиадăна районти 9 вĕренекен хутшăнчĕ. Чăваш чĕлхипе тата литературипе иртнĕ олимпиадăра Курнавăшри 9 класри Ольга Сидорова /ертÿçи Н.Кузнецова/, Елчĕкри 9 класри Светлана Кожевникова /ертÿçи Н.Кушманова/ призлă вырăнсене тухрĕç.
Л.ЕФИМОВА,
район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ.