Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман вăй-хăват хушать, канăçлăх парать

01 марта 2017 г.

Вăрман вăй-хăват хушать, канăçлăх парать

Шăмалакра пурăнакан 75 çулхи Зоя Кулаковăна редакци ĕçченĕсем лайăх паллаççĕ. Район центрне килсен йăпăртлăха та пулин кĕрсе тухма вăхăт тупать вăл. Нихăçан та пушă алăпа килмест. Хăй çырнă заметкăсемпе, сăвăсемпе савăнтарать пире. Зоя Даниловна пÿлĕме кĕрсенех хăй куллен илекен вăрман вăй-хăвачĕ, унăн таса та сиплĕ сывлăшĕ кунĕпе компьютер умĕнчен хăпайман хаçатçăсен кăмăлне тÿрех уçать. Вăрман хĕрринче пурăнакан хĕрарăм тăван тавралăх илемĕ, сиплĕхĕпе сăваплăхĕ çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать. Йывăç-курăк тусĕпе, сывă пурнăç йĕркишĕн тимлекенпе тĕплĕнрех паллашас тесе Шăмалакра пултăмăр. Ялти библиотекăн харсăр вулаканĕпе, унти мероприятисене активлă хутшăнакан хĕрарăмпа вулав залĕнче чылайччен калаçса лартăмăр. Сиплĕ те техĕмлĕ курăксенчен вĕретнĕ чей ĕçнĕ, хăй аллипе татса йÿçĕтнĕ кăмпапа пăсланса тăракан чăмăрла çĕрулмипе хăналаннă май унăн утса тухнă анлă та тумхахлă çулĕсем куç умне тухса тăчĕç.

...Ялта çуралса унтах тĕпленнĕ Зоя Даниловна. Пĕрремĕш упăшки çамрăклах çĕре кĕнĕ.  Пĕр ачапа тăрса юлнăскер Анатолий Кулаковпа çемье çавăрса пурнăçа малалла тăснă. Анчах хуйхи-суйхи аякка пăрăнман хĕрарăмран: Афганистан вăрçинчен аманса таврăннă Станислав ывăлĕ те çамрăклах куçне хупнă. Унтан  иккĕмĕш мăшăрĕ те çĕре кĕнĕ.

Халĕ пĕчченех пурăнать нуша-терт нумай тÿснĕ, çапах йывăрлăх умĕнче пуç усман Зоя Даниловна. Юратнă çыннисемсĕр тăрса юлсан малтанлăха нимĕн тума аптăранă хĕрарăм хăйĕн чун-чĕре ыратăвне шурă хут çине шăрçалама пуçăннă. Хăй сисмесĕрех сăвă хыççăн сăвă çырăннă унăн. Халĕ ĕç ветеранĕн сăввисем пĕр тетраде  те кĕмеççĕ.

Куç хупăнман каçсенче телевизор пăхмасть вăл. Унти усал хыпар-хăнартан пăрăнма тăрăшать. Раççейри пултаруллă ачасем çинчен кăтартакан передачăсене вара кăмăллать.

Зоя Даниловна ялти КБОра чылай çул ĕçлесе пенсие тухнă. Çĕлеме кăна мар, çыхма та маçтăр. Пушă вăхăт тупăнсанах ялти библиотекăна утать. Кĕнеке вулама юратнисĕр пуçне кунти кружоксене çÿрет. Юлашки çулсенче вăл районти «Хавхалану çăлкуçĕсем» смотр-конкурса та активлă хутшăнать. Ял çыннисене поэзири пултарулăхĕпе паллаштарать. Зоя Даниловна библиотекăна хаçат та çырăнса парать. Район хаçатне чăтăмсăррăн кĕтнине, унти кашни материалпа тĕплĕн паллашнине пĕлтерет.

Пĕччен хĕрарăм çамрăк мар пулсан та качака, чăх-чĕп усрать, çĕрулми, пахча çимĕç ÿстерет. Çу кунĕнче пахчаран кĕмест. Вăрман юрпа тулнине пăхмасăр хĕлле те унпа киленет. Вăрмана кĕрес умĕн вăл хăйĕн юратнă йывăçĕ патне чарăнать. Юр çине «салам» тесе çырса хăварать те малалла утать. Ял çыннисем вара Зоя аппăшĕ вăрмана кĕнине пĕлсе тăраççĕ. Хăйне евĕрлĕ паллă ку вăрманçăсен. Çĕр-çĕр йывăç йышĕнче унăн хăйĕн юратнă йывăçĕсем пур, вĕсене ытамне çавăрса илсе ырлăх, сывлăх ыйтать.

- Урамра питĕ сивĕ çанталăк тăрсан та йывăçран сивĕ килмест, ăна çупăрласан ÿт-пĕвĕме вăй-хал парать, - тесе çунатланса каласа панине итлесе ларма кăмăллă.

Вăрмана тантăшĕсемпе кайнă чухне çамрăк чухне шăрантарнă юрăсене аса илеççĕ кинемисем.

- Килте ларни ватăлтарать. Çавăнпа хамăр тăван тавралăх илемĕпе киленетпĕр эпир, - тет çутçанталăк тусĕ. 

Зоя Даниловнăн çу кунĕсенче ларса канма  пушшех вăхăчĕ çук. Ун чухне вăрмантан кĕме пĕлмест вăл: çырла, кăмпа пуçтарать. Çимĕк çитиччен милĕк хатĕрлет. Ытларах хурăн, юман милĕкĕсене. Унăн милĕкĕсем епле тутлă шăршлă тата сиплĕ. Вăрттăнлăхне те уçрĕ вăл: йывăç турачĕсем хушшине сиплĕ курăксем /матрÿшке, кăвак матрÿшке тата ытти техĕмлĕ курăк/ хурса çыхать. Калăпăр, юман милĕкĕпе çапăнни шăмă сыпписемшĕн усăллă. «Шывне тăкмалла мар, ăна чул çине сапса тарламалла, унпа çăвăнмалла,  çÿçе çумалла,  шăм-çака тĕреклетет вăл», - тет вăл. Зоя Кулакова çăвĕпе вун-вун мăшăр милĕк хатĕрлет. Унăн сиплĕ милĕкĕсене туянакансем те йышлă.

Вăл çеç-и? Ÿркенмен ватă вун-вун банка кăмпа тăварласа сутать, тăван-пĕлĕшсене кăмпапа сăйлать. Унăн консервланă кăмпи ыттисенчен тутлăрах та, сĕтеклĕрех те. Зоя Кулакова вăрманти кашни тĕм-йывăçа паллать. Ялтан инçете кĕме те хăрамасть. Аташса каймасть вăл. Кашни йывăçпа калаçать. Мĕн тĕрлĕ курăк  кăна пуçтармасть тата вăл. Кашни курăк сывлăхшăн мĕнле  усă панине  пĕлет. Халăх медицинине лайăх пĕлнĕренех пулĕ хăй çулĕсенчен çамрăк курăнать Зоя Даниловна.

В.СМИРНОВА.

Сăнÿкерчĕкре: З.Кулакова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика