22 февраля 2017 г.
Февралĕн 17-мĕшĕнче Правительство Çурчĕн ларусем ирттермелли залĕнче Чăваш Республикинче агропромышленность комплексĕ, мониторинг тата апат-çимĕç рынокĕнче хаксем улшăнса тăнине васкавлă тишкерекен Правительство комиссийĕн тата Чăваш Республикин ялхуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕ пулса иртнĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И.Моторин хутшăннă.
Чăваш Республикинчи агропромышленность комплексĕн 2016 çулхи ĕç итогĕсем тата 2017 çулхи тĕллевсем çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ЧР ялхуçалăх министрĕ С.Артамонов доклад туса пачĕ. 2016 çулта республикăра акăнакан çĕрсен лаптăкĕ ÿснĕ. Çапах та республикăра пушă выртакан çĕр лаптăкĕсем 70 пин гектар шутланаççĕ. Вĕсене майĕпен ĕçе кĕртсе пыраççĕ. Елчĕк районĕнче çакнашкал çĕрсем пачах çук. Пĕлтĕр республикăра кашни гектартан 21,5 центнер тĕш тырă, 182 центнер çĕрулми, 302 центнер пахчаçимĕç туса илнĕ. Ку енĕпе те пирĕн район кăтартăвĕсем республикăри вăтам кăтартусенчен чылай пысăкрах. Эпир пĕлтĕр пĕтĕмпе 60,6 пин тонна, пĕр гектартан 28,5 центнер тĕш тырă туса илнĕ.
Министр хăйĕн докладĕнче выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илесси çинчен те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Сĕте хамăр республика валли çителĕклĕ туса илетпĕр, ытлашши чĕртавар республика тулашне ăсанать. Çав вăхăтрах сĕт продукцийĕсем ĕçлесе хатĕрлекен мĕнпур цехсем тулли хăватпа ĕçлеменни те паллă. Министр сĕтрен продукци туса хатĕрлессипе малалла ĕçлемеллине палăртрĕ.
Хĕллехи тапхăрта сутлăх сĕт хакĕ самаях пысăк. Халăхран пухакан сĕтĕн 1 килограмне 21 тенкĕпе туянаççĕ, производство кооперативĕсен, фермер хуçалăхĕсен пысăк пахалăхлă, çу хисепĕ пысăк чĕртаварăн 1 килограмĕ пĕлтĕр вăтамран 25 тенкĕ те 95 пус тăнă. Сĕт туса илни халăха та, хуçалăхсене те лайăх тупăш парать. Çавăнпа та чылай районта çак ĕç çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Елчĕк районĕ кашни 100 гектар çĕр пуçне республикăра чи нумай сĕт туса илет.
Хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ĕçĕ-хĕлне уйрăммăн палăртса хăварчĕç. Фермер хуçалăхĕсем чылай кăтартусемпе - продукци туса илессипе, гектар тухăçĕпе, ĕç укçи тÿлессипе харпăрлăхăн ытти формисене тытса пыракансенчен малта пыраççĕ. Вĕсем республикăра 37,2 пин хуçалăх шутланса тăраççĕ. Патшалăх паракан пулăшу та ÿсет. Фермерсем производствăна аталантармалли проектсем нумай тăратаççĕ. Анчах ятарлă комисси чи лайăххисене - ĕç вырăнĕсем уçма, производство калăпăшне тата ĕç тухăçлăхне ÿстерме палăртакан проектсене суйласа илет.
Доклад хыççăн инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртес, фермер хуçалăхĕсене, ялхуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсене малалла аталантарас ыйтусемпе муниципалитет районĕсен пуçлăхĕсем тухса калаçрĕç.
Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕн заместителĕ М.Загребаева агропромышленность комплексĕнчи производство кооперативĕсене, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене çăмăллатнă кредитсемпе тивĕçтерессинчи улшăнусемпе паллаштарчĕ. Сĕт-çу туса илекенсен тăкакĕсене унччен 20 процент патшалăх саплаштарнă пулсан, малашне - 30 процент. Сысна ашĕ туса илекенсене те пулăшаççĕ. М.Загребаева палăртнă тăрăх, малашне унчченхи 54 тĕрлĕ субсиди вырăнне 17 юлать. АПКна уйăракан субсиди калăпăшĕ чакнине пĕлермест çакă, вăл пĕлтĕрхинчен кая мар. Тĕрлĕ субсидисене пĕрлештернĕ çеç. Вăл патшалăх пулăшăвне илессине çăмăллатать.
Н.АЛЕКСЕЕВ.