18 февраля 2017 г.
Юнкун районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче тишкернĕ тĕп ыйтусенчен пĕри вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен Патшалăх Канашне тата чăваш халăхне янă Çырăва сÿтсе явасси пулчĕ. Ăна республикăн 2017 çулхи тата малашлăх тĕллевĕсене палăртакан тĕп документ тесе шутламалла. Çырура, тĕпрен илсен, аталанăвăн 2 блокне палăртнă. Чи малтанах унта тухăçлă социаллă политика, амăшĕпе ачан сывлăхне сыхласси, медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстересси, ачасене воспитани парасси тата вĕсен пултарулăхне уçса парасси, пахалăхлă вĕренÿ, спортпа сывă пурнăç йĕрки, культурăпа туризма аталантарасси паллă вырăн йышăнать. Çырăвăн иккĕмĕш пайĕнче - тĕплĕн шутласа палăртнă бюджет политикипе, производство секторне технологи енчен çирĕплетессипе, ĕçлĕ климата лайăхлатассипе, республикăна инвесторсене явăçтарассипе, çул-йĕр тата транспорт инфратытăмне, ялхуçалăхне аталантарассипе, çынсем валли туянма юрăхлă çурт-йĕр çĕклессипе, тăван тавралăха сыхлассипе çыхăннă ыйтусем вырăн тупнă.
Çавăн пекех Пĕрлехи информаци кунĕнче 2017 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен пенсисене индексацилени çинчен, Экологи, Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне ирттерес, пушар хăрушсăрлăхне ÿстерес ыйтусене те çĕклерĕç.
Шупашкартан килнĕ тата хамăр районта йĕркеленĕ информаци ушкăнĕсем ялсенчи çынсемпе тĕл пулса вĕсене хумхантаракан ыйтусене татса пама тăрăшрĕç.
Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Елена Сапаркинăпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Марина Васильева, ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина, пушар асăрхавĕн тĕп патшалăх инспекторĕ Александр Сайкин Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче пулчĕç. Вĕсем В.В.Андреев ячĕллĕ Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн коллективĕпе тĕл пулчĕç, Лаш Таяпара пурăнакансен пухăвне хутшăнчĕç.
Федерацин потребительсен прависене тата çынсен ăнăçуллă пурнăçне хÿтĕлес тытăмăн асăрхавĕн службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская, Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн ертÿçи Оксана Такмакова район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçипе Леонард Левыйпа пĕрле «Улăп» физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплексра ĕçлекенсемпе, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул коллективĕпе тĕл пулчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç.
Кăçал - Раççейре Экологи тата сыхлакан уйрăм территорисен çулталăкĕ. Ăна ятарласа уçма районти шкулсенче биологи предметне вĕрентекенсемпе вĕренекенсем Елчĕкри вăтам шкула пухăннă. Уява уçнă çĕре хутшăннă май, Надежда Луговская пухăннисене саламларĕ, ăнăçу сунчĕ.
Информаци кунĕнче ялсенче пурăнакансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.
А.КАРЛИН.
Сăнÿкерчĕкре: Елчĕкри вăтам шкулта.