18 февраля 2017 г.
Наркомани хăрушлăхĕ çинчен нумай çырнă тата çынсене ăнлантарса панă. Анчах статистика наркотиксемпе усă куракансен йышĕ чакманнине çирĕплетет. Наркомани уйрăмах çамрăксем хушшинче сарăлни хăратать.
Морфинпа усă куракан наркоман 2-3 уйăхранах çын ĕренкине çухатать пулсан, кокаинпа усă куракансен пурнăçĕ 3-4 çултан татăлать.
Наркотике пĕрре тутанса пăхсан, унран хăпма питĕ йывăр. Кунсерен наркомана ытларах та ытларах доза кирлĕ. Çын организмĕ хавшать, чи кирлĕ органсем арканаççĕ, чĕрепе пĕвер уйрăмах асап тÿсеççĕ. Наркомансем хушшинче пĕвер циррозĕпе чирлесе вилекенсем йышлă.
Наркомани венери чирĕсене, уйрăмах СПИД чирне сарăлма пулăшакан тĕп «çăлкуç» шутланать.
Медицина вăйлă аталаннине пăхмасăр, наркоманирен сипленме питех те йывăр. Çавăнпа та наркотиклĕ препаратсемпе пачах та усă курмалла мар. Физкультурăпа спорта юратмалла, вăй-хал ĕçĕпе кăмăла çĕклемелле. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисем пушă вăхăта мĕнле, ăçта тата кампа ирттернине лайăх пĕлсе тăмалла.
А.МОЛОСТВОВ.