Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавăрса пани вырăнлă

18 февраля 2017 г.

Саккуна пăсса хĕç-пăшалпа тата боеприпассемпе усă курнăшăн, упранăшăн, суту-илÿ тунăшăн РФ Уголовнăй кодексĕпе килĕшÿллĕн 3 çул таран, вĕсене тирпейсĕр упранăшăн, урăх çынна усă курма панăшăн 1 çул таран ирĕкрен хăтараççĕ. Енчен те хĕç-пăшала тата боеприпассене ирĕклĕн тавăрса парсан айăпран хăтараççĕ.

Саккунсăр хĕç-пăшалпа усă курнине пĕтерес тĕллевпе РФ Шалти ĕçсен министерстви субъектсен администрацийĕсемпе пĕрле çынсенчен хĕç-пăшала, боеприпассене ирĕклĕ майпа тавăрса парсан, çынна укçан компенсаци парассине йĕркеленĕ. Çакăнпа пĕлтĕр пирĕн районти 3 çын усă курнă, 5,5 пин тенкĕ алла илнĕ. Кăçал та çак тĕллевпе 10 пин тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрнă. Çавăнпа саккунсăр майпа хĕç-пăшал, боеприпассем усракансене полицин районти пайне ирĕклĕ майпа вĕсене тавăрса пама чĕнетпĕр.

А.КАРАБУРНАШЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика