Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп вырăнта - сумлăх, çынлăх, пархатарлăх

18 февраля 2017 г.

Тĕп вырăнта - сумлăх, çынлăх, пархатарлăх

Мĕн авалтан чăвашсен çемйинче ывăл çуралсан: «Ашшĕ ятне çÿле çĕклетĕр», - тенĕ. Пирĕн ентеш, Аслă Елчĕк ялĕнче çуралса ÿснĕ Г.Н.Волков ашшĕ ятне те, чăваш ятне те сумлă шая çĕклерĕ. Хăйĕн аслă çулне вăл учитель пулас ĕмĕтрен пуçланă. Утăм хыççăн утăм туса чăнахах та пархатарлă ĕçпе çÿллĕ шая çĕкленме пултарчĕ Геннадий Никандрович. Вăл халăха вĕрентес ĕç наукин çĕнĕ концепцине - этнопедагогикăна уçнă.

Çынна унăн ĕçĕпе хаклаççĕ теççĕ. Анчах та çыннăн халăх хушшинчи сумлăх пахалăхĕ яланах малти ретре тăнă. Геннадий Никандрович Волков академик çуралнăранпа кăçал 90 çул çитет. Çавăнпа та районта кăçал Г.Н.Волков çулталăкĕ тесе йышăннă. Çавна май ентешĕсем, вĕренекенĕсем, ăна пĕлекенсем, пĕрле ĕçленĕ тус-юлташĕсем ун çинчен каласа панисене тепĕр хут аса илес килет. Волковсен çемйи Аслă Елчĕкре çеç мар,  республикăра сумлă çемьесен шутĕнче. Мĕн ачаранах атте: «Никантăр тете çапла вĕрентетчĕ», - тенине пĕрре мар илтнĕ. Геннадий Никандровичăн ашшĕ учитель пулнă май ачасене математика наукин вăрттăнлăхĕсене анчах мар, ялти çамрăксене пурнăç çулĕпе тикĕс утма та тĕрлĕ сĕнÿ-канаш панă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче колхоза пулăшма тухсан та бригада хĕрарăмĕсем Геннадий Никандровичăн амăшне - Альтук аппана мухтанине час-часах илтеттĕм. Сăпайлă та ăшпиллĕ, харсăр хĕрарăмăн пахча çимĕçĕ те ăнса пулнă, чăххи-чĕппи те  самăр çитĕннĕ. Çемьери, кил картинчи тĕрлĕ йышши йывăрлăхра та ял-йыш пулăшу ыйтма Волковсем патне, Альтук аппа патне васканă. Волковсен ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех ял çинче пысăк хисепе тухни ахальтен мар. Ача чухнех вĕсене çемьере ĕçе юратма, çынна хисеплеме вĕрентнĕ. Çамрăк Гена вăрçă çулĕсенче колхозра ыттисемпе пĕр тан вăй хунă. Аттен  пиччĕшĕ Гена тете каласа панă тăрăх, вăл хăйĕнчен кĕçĕнрех ачасене тыр-пул пуçтарнă çĕрте, йĕтем çинче аслисемпе пĕр тан ертсе пынă. «Вăхăчĕ çăмăл пулман, çапах та ача-пăча выляма, алхасма пуçласан та Йынкан пиччĕшĕ пире нихăçан та çапса, вăрçса курман», - тесе аса илетчĕ Гена тете. Волковсем ачисене пурнăçра  вĕренÿ питĕ кирлине мĕн ачаран ăнлантарнă. Çавăнпах вĕсем вĕренсе çын пулас тесе çунатланнă. Геннадий Никандрович вĕренес тесе тăрăшакана май пур таран пулăшу пама яланах хатĕр пулнă. Е.А.Флотская /Галкина/ тата З.С.Смирнова /Степанова/ учительсем çырса хăварнă аса илĕвĕ Г.Н.Волковăн çак енне, унăн çынлăхне питĕ лайăх уçса парать. «Шкул пĕтерсен пирĕн учитель пулас шухăш çирĕпленчĕ. Вăл вăхăтра хулана автобуссем çÿреместчĕç, çавăнпа пире атте-анне Шупашкар хулине колхозран каякан машинăпа лартса кăларса ячĕç. Хулана çитсен кам патĕнче чарăнмалли вырăнĕ те паллă мар. Пирĕн ялтан Шупашкарта Л.А.Шакова артистка тата Г.Н.Волков педагог анчах пурăнатчĕç. Пире Геннадий Никандровича шыраса тупма хушса ячĕç. «Вăл педагогика институтĕнче ĕçлет», - терĕç. Институт тĕлне часах тупрăмăр, анчах та Геннадий Никандрович килне кайма ĕлкĕрнĕ иккен. Пире вăл пурăнакан общежити тĕлне мĕнле çитмеллине ăнлантаркаласа ячĕç. Эпир, хулара нихăçан та пулса курманскерсем, общежитин вăрăм коридорĕсенче аташса каясран хăраса кирлĕ алăка аран шыраса тупрăмăр. Алăка шаккасан пире çамрăк арçын уçрĕ те: «Хĕрачасем, сире кам кирлĕччĕ», - терĕ. Эпир Аслă Елчĕкрен килнине пĕлсен пÿлĕме кĕртрĕ, камсен ачисем иккенне ыйтса пĕлчĕ. Паллах, эпир те ăна курман, палламастпăр, вăл та пире пуçласа курать. Пире, çул çинчен килнĕскерсене, Геннадий Никандровичăн мăшăрĕ пĕчĕк ачине пăхма пăрахсах апат çитерчĕ. Калаçнă май пирĕн аттестатсене ыйтса илсе пăхрĕç. «Аван вĕренетĕр иккен, маттурсем», - терĕ. «Института ыран кайăпăр, паян кунтах çĕр каçатăр», - терĕ. Пĕчĕк пÿлĕмре капла та çаврăнкалама вырăн сахалччĕ, раскладушка тупса килсе лартса хунă хыççăн утса çÿремелĕх те вырăн юлмарĕ. Таçти аякран килнĕ тăванĕсене пăхнă пекех ăшталанса чупкаларĕç пирĕншĕн Волковсем. Тепĕр кунхине пире хаклă ентешĕмĕр института илсе кайрĕ. Çапла Г.Н.Волков пире учитель пулас çула уçса пачĕ». Мĕн тери пысăк çынлăх палăрать çак аса илÿре. Çынна алă тăсса пама, пулăшма хатĕрри педагогăн пурнăçра та, ĕçре те тĕп вырăнта пулнă.

М.ФИЛИППОВА,
Елчĕк шкулĕнчи истори учителĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика