Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ишеми чирĕ

18 февраля 2017 г.

Ишеми чирĕ

Мĕн-ха вăл чĕрен ишеми чирĕ е стенокарди? Ишеми чирĕ чĕрене юнпа тивĕçтерекен тĕп артерисем пĕрĕнсе хупланса ларнипе çыхăннă. Чĕре патне юн, унпа пĕрлех ытти кирлĕ япаласем сахал пыма пуçланипе ишеми чирĕ аталанать. Вăл ытларах чухне йывăр ĕçлесен е пăшăрхансан чĕре тĕпĕнче е кăкăр шăмми айĕнче хытă ыраттарнипе /стенокарди/ палăрать. Кун пек чухне инфаркт та пулма пултарать. Çапла ан пултăр тесен мĕн тумалла-ха?

Артери пусăмне тĕрĕслесех тăмалла. Енчен вăл 140/90 шайран пысăкрах пулсан, ăна чакаракан препаратсем ĕçмелле. 120/80 шайран иртмесен пусăм йĕркеллĕ шутланать, анчах астăвăр: эмел ĕçиччен малтан сиплекен врачпа канашламалла.

Холестерин шайне тĕрĕслемелле. Чĕрен ишеми чирĕпе чирлекенсен холестерин шайĕ 4,6 ммоль/л кăтартуран пысăкрах пулмалла мар. Енчен те холестерин шайĕ пысăкрах пулсан, тĕрĕс апатланмалла, унăн юнри шайне чакаракан препаратсем ĕçмелле. Çу сахалрах çиме тăрăшмалла, выльăх çăвне тип çупа улăштармалла. Пĕçернĕ çăмарта эрнере икĕ хутран ытла çимелле мар. Сĕт юр-варне çуллă маррине суйламалла. Ытларах пахча çимĕç, кĕрперен хатĕрленĕ апат, кăркка, чăх какайĕ çимелле. Пулă, улма-çырла çини усăллă, вĕсем холестерина организмран кăлараççĕ. Диетăна пăхăнсан холестерин шайне 10-12 процент чакарма пулать.

Туртма пăрахмалла. Çапла майпа эсир инфаркт тата инсульт пулас хăрушлăха нумай хут чакаратăр.

Ытларах хускану тумалла. Пĕр евĕрлĕ хăнăхтарусем - утасси, велосипедпа ярăнасси, ишесси - уйрăмах усăллă. Çапах та организма ытлашши ывăнтармалла мар.

Эмелсене врач хушмасăр ĕçмелле мар.

Яланах асра тытмалла: хамăр сывлăх - хамăр алăра.

Л.МИЛЛИНА,
Патреккелĕнчи врач амбулаторийĕн тухтăрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика