15 февраля 2017 г.
_Preview.jpg)
Афганистан... Нумай юрă-кĕвĕ хывнă, илемлĕ фильм ÿкернĕ, очерк-повесть çырнă Афган вăрçи çинчен. Малашне те çырĕç ун çинчен, «интернационал тивĕçне пурнăçлани» ятпа паллă вăрçă пĕлтерĕшне тĕнче тата çĕршыв аталанăвĕ витĕр пăхĕç. Пĕтĕмлетÿсем тăвĕç, айăплисене, паттăррисене палăртĕç.
Янкăр тÿпере сарă хĕвел ярăннă вăхăтра 18-20 çулхи яшсем таçта, тĕнче хĕрринче пуç хунине вара ăспа хаклама, чунпа йышăнма мĕнле пултарăн? Пурнăç мĕнне пĕлме-ăнкарма мар, ăна йĕркеллĕ курса та юлма ĕлкĕреймен ывăлĕсене çухатнă ашшĕ-амăшĕн чĕри паян та ыратать.
Афган вăрçин ветеранĕсем çамрăк мар ĕнтĕ. Вĕсен асĕнче вара мĕн чухлĕ тус-юлташĕ ĕмĕр çамрăк тăрса юлчĕç! Вăрçăран таврăнаймарĕç...
Вунă çула яхăн пычĕ вăл: 1979 çулхи раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 1989 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕччен - 2238 кун. Совет Çарĕн йышлă мар контингенчĕн салтакĕсем Афганистанра хăйсен тивĕçĕсене чыслăн пурнăçларĕç, паттăрлăхпа хăюлăх кăтартрĕç. Хаяр çапăçусенче çухатусем те пысăк пулчĕç. Афган вăрçин пĕтĕмлетĕвĕсем паллă ĕнтĕ: 13833 совет салтакĕпе офицерĕ пуç хунă, 49985-шĕ аманнă, 6669-шĕ инвалид пулса юлнă, 312-шĕ хыпарсăр çухалнă. Унсăр пуçне 180 çар советникĕ, тăлмачăсем, ытти министерство-ведомство специалисчĕсем 584-ăн вилнĕ.
Чăваш Республикинче çуралса ÿснĕ 6 пин ытла çын Афган вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă. Вĕсенчен 176-шĕ аманнă, 117-шĕ вилнĕ, 4-шĕ хыпарсăр çухалнă, 114 çын инвалид.
Елчĕк районĕнче кун çути курнă 300 ытла çамрăкăн /89-шĕ - Елчĕк çар комиссариачĕ урлă/ Афганистан сăрт-тăвĕн чулĕсене хăйсен юнĕпе хĕретме тивнĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ - Юрий Геннадьевич Борисов /Елчĕк/, Анатолий Митрофанович Патшин /Аслă Елчĕк/, Юрий Петрович Григорьев /Кивĕ Эйпеç/ - тăван çĕршыва каялла таврăнайман.
Хĕрÿ точкăсенче пуç хунă çамрăксен ячĕсене яланлăхах асра хăварас тесе 1996 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи çар комиссариачĕ умĕнче пехота бронемашинине вырнаçтарнă, вăрçăран таврăнман паттăрсем вĕреннĕ шкулсенче асăну хăмисем уçнă. Ĕмĕрех çамрăк салтаксене чысласа район шайĕнче çулсерен тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕ ирттересси йăлана кĕнĕ.
Кăçал «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче хĕрÿ точкăсенче çапăçнă ветерансемпе инвалидсен, вĕсен çемйисен IV спартакиади февралĕн 25-мĕшĕнче иртет, 10 сехетре пуçланать. Унта пирĕн районсăр пуçне республикăн ытти районĕсенчен, хулисенчен килнĕ ветерансемпе вĕсем çемйисем те хутшăнаççĕ.
П.АНИСИМОВ.