15 февраля 2017 г.

Районта ялхуçалăх производство кооперативĕсенче, тулли мар яваплă обществăсенче отчет пухăвĕсем малалла пыраççĕ.
«Труд» ялхуçалăх производство кооперативĕн пухăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов, ял тăрăхĕн кураторĕ - капиталлă строительство тата ЖКХ пайĕн начальникĕ Николай Петров, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Кошкин хутшăннă. Хуçалăхри тĕп специалистсем - Эльза Германова агроном, ферма заведующийĕ Елена Карсакова, Людмила Александрова экономист, Виктор Сапожников инженер хăйсем ертсе пыракан участоксен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панă.
Ялхуçалăх производство кооперативĕ 1372 гектар çĕр лаптăкĕпе усă курать. Унта тĕш тырă тата выльăх апачлĕх культурăсем туса илеççĕ. Пĕлтĕр пĕтĕмпе 17564 центнер тĕш тырă е кашни гектартан 28,8 центнер туса илнĕ. Кĕрхи тулă тата белокпа пуян пăрçа çурхи культурăсенчен ытларах тухăç панă. Çавăнпа малашне кунта çак культурăсем туса илесси çине пысăк тимлĕх уйăрасшăн.
Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма 606 тонна утă, 1500 тонна силос, 273 тонна сенаж хатĕрленĕ. Гектар тухăçне ÿстерме минераллă удобренисемпе пĕрлех выльăх-чĕрлĕх фермисенчен тухакан тислĕкне те анлă усă кураççĕ. Унччен ăна фермăпа юнашар çĕр çине кăларса тăкнă, унтах çĕртнĕ. Çакă ферма çывăхĕнчи территорие япăх сăн кĕртнĕ. Темиçе çул ĕнтĕ Тĕмерсем витерен тухакан тислĕке тÿрех уя турттараççĕ. Çĕрнĕ тислĕке темиçе çултан çав ана çине сапалаççĕ. Кун пек чухне тăкакĕ те сахалрах пулать, тирпейлĕ те.
Хуçалăхăн тепĕр тĕп отраслĕ вăл - выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси. 2016 çулта 649 центнер аш-какай, 899,2 тонна сĕт /2015 çулта 878 тонна/ туса илнĕ. Кашни ĕнерен 5417 кг сĕт сунă. Сăвăм 2015 çулхи шайран 27 процент ÿснĕ.
Пĕлтĕр кашни уйăхри вăтам ĕç укçи 15067 тенкĕпе танлашнă.
Отчет пухăвне ертсе пынă хуçалăх ертÿçи, Чăваш Республикин ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Германов предприятие тупăшлă тата тухăçлă ĕçлеме чăрмав кÿрекен сăлтавсене тишкерсе тухнă, çĕнĕ тĕллевсене палăртнă. 2017 çулта Тĕмерсем кашни ĕнерен 6000 кг кая мар сĕт суса илмелле, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши, çавăн пекех выльăх апачлĕх культурăсен тухăçне, ĕç укçине ÿстермелле, ялхуçалăх техникин паркне çĕнетмелле.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин патшалăх ялхуçалăх таварĕсем туса кăларакансене пысăк пулăшу панине аса илтернĕ, унпа анлăрах усă курмаллине палăртнă. Çавна май экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцисем туса кăларма тăрăшмалла, ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ объектсене - чи малтанах сĕт-çу фермисене çĕнетсе улăштармалли, продукци ĕçлесе хатĕрлекен цехсем тумалли инвестици проекчĕсене хутшăнмалла.
Николай Петрович выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсем туса илес, ĕç укçине ÿстерес тĕлĕшпе сĕнÿсем панă.
Пухура çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленес ыйтăва та хускатнă. Ку тĕлĕшпе Тĕмерсем ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ.
Çав кунах ялти культура çуртĕнче граждансен пухăвĕ иртнĕ. Унта Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Кошкин 2016 çулта туса ирттернĕ ĕçсем тата 2017 çулхи теллевсем çинче чарăнса тăнă. Укçа-тенкĕ çитсе пымасть тесе калатпăр пулин те Тĕмерте социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене тытса тăраççĕ кăна мар, çĕннисене те тăваççĕ. 2015 çулта ялта фельдшерпа акушер пункчĕн çĕнĕ çуртне туса лартнă. Пĕлтĕр Тĕмерпе Мучар хушшине 1,1 çухрăм çула асфальт сарса хытарнă. Халĕ ялтан Çирĕклĕ Шăхалĕнчи шкула, ял администрацине, врач офисне, ваттисен çуртне, почта уйрăмне, граждансем хăйсен ĕçĕпе кÿршĕ яла тÿрĕ çулпа çÿреççĕ. Тĕмерте ял урамĕсене бюджет укçипе те, халăхра пуçтарнă укçапа та çĕр дамба хăпартаççĕ, юсаççĕ. Кăçал та Кăнтăр урамĕнче çул тума палăртнă.
Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн администрацийĕ кашни çулах уйрăм хуçалăхсем хушшинче конкурс ирттерет. Кăçал «Пысăк культурăллă тата чи тирпейлĕ çурт» ята тата Диплома Александр Сергеевич Муллин хуçалăхĕ тивĕçнĕ. Кил хуçи ялти шкул директорĕ, мăшăрĕ - Лариса Васильевна шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕнчи воспитательте тăрăшать /сăнÿкерчĕкре/. Çемье килти хуçалăхра йышлă выльăх-чĕрлĕх усрать пулин те, çурт-йĕре, унăн таврашне тирпейлĕ тытса тăрать.
Граждансен пухăвĕнче пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи патшалăх инспекторĕ Сергей Сардаев пушартан сыхланмалли йĕркесене çирĕп пурнăçласа пырсан çеç инкек-синкеке сирсе яма пулни çинчен аса илтернĕ.