15 февраля 2017 г.
Иисус Христос çуралсан хĕрĕх кун иртсен Таса Хĕр Марияпа Иосиф ăна Турă умне тăратма Иерусалима илсе пынă. Иосифпа Мария ачана чиркĕве илсе пырсан вĕсене Симеон ятлă пĕр çын Иисуса хăй алли çине илнĕ те Турра мухтаса каланă: эй Туррăм! Халĕ ĕнтĕ мана, чуруна, ху каланă тăрăх канăçлантарса яратăн. Эсĕ пур халăхсене те çăлассине, суя тĕнлĕ халăхсене çутатас çутта, хăвăн Израиль халăхĕн мухтавне манăн куçăмсем курчĕç ĕнтĕ, тенĕ.
Астăватăр-и, Иисус Христоса кам хирĕç тухса илнĕ? Шуралса кайнă ватă Симеон хирĕç тухса илнĕ. Вăл хăй алли çинче пирĕншĕн, çылăхлă çынсемшĕн, ача пулса çуралнă мухтавлă Турра тытса тăрать. Çылăхлă çынсене çăлма килнĕ Христос Турра курсан Симеон савăннипе хăйне вилĕм ыйтать. Ун вырăнĕнче тепри пулсан: çĕр çинче нумайрах пурăнма пар тесе йăлăннă, вилĕм час ан çиттĕр тесе кĕл тунă пулĕччĕ. Ку çĕр çинчи пурнăç Симеона пит тарăхтарнă-ши; Çĕр çинче Симеон пек ырă пурăнсан кирек кам та вилĕмрен хăрамасть, вилĕме савăнса кĕтсе тăрать. Вăл питех те тÿрĕ, таса çын пулнă, Иисус Христоса курсан хăй вилессине пĕлнĕ те савăнса кайнă. Çĕр çинчи пурнăç пĕр çын ĕмĕрне анчах пырать, леш тĕнчери пурнăç вара - ĕмĕрлĕхе. Пирĕн чăн пурнăç та ку тĕнчере мар, леш тĕнчери пурнăç ĕмĕрлĕхе пырать. Çавăнпа ĕнтĕ сăваплă çынсем ку тĕнчере ырă пурăнса часрах леш тĕнчене куçасчĕ, çветтуй çынсем пек Турă патĕнче пурăнасчĕ тесе шухăшлаççĕ.
Аякка çул çÿреме кайнă çын каялла таврăннă чухне кил çывăххине пĕлсен пит савăнать. Сăваплă çынсем те вилĕм çитеспе: канлĕ пурнăçа каятпăр тесе савăнса тăраççĕ. Çĕр çинче пурăннă чухне çын пĕртте канлĕ пурăнмасть. Симеон акă мĕншĕн вилĕме пит кĕтсе пурăннă, ăна çветтуй сывлăш ĕлĕкех: эсĕ Христос Турра курмасăр вилмĕн тесе каласа панă. Çак ĕç Христос çураличчен малтан 270 çул ĕлĕк пулнă. Симеон хăйĕн юлташĕсемпе /вĕсем пурĕ 72-ĕн пулнă/ Турă кĕнекисене еврей чĕлхинчен грек чĕлхине куçарнă. Симеон Исаия пророкăн кĕнеки çинчи çак сăмахсем патне куçарса çитнĕ: Хĕр йывăр çын пулса ывăл ача çуратĕ, ăна Эммануил ят хурĕç. Çак сăмахсене вуласан вăл тĕлĕнсе кайнă. Хĕр епле ача çуратĕ? Ку сăмах тĕрĕс мар пулĕ тесе вăл ăна хырса хуратма тытăннă. Çавăн чухне ăна Турă Ангелĕ курăннă та унăн аллине тытса çапла каланă: мĕн çырнине ĕнен, вăл ĕçе эсĕ ху курăн, эсĕ таса Хĕртен çуралнă Христос Турра курмасăр вилмĕн, тенĕ.
Таса Хĕр Мария Иисуса Иерусалим чиркĕвне илсе пынă чухне Симеон 300 çулта пулнă. Çав кун вăл çĕр çине Çăлакан килнине пĕлнĕ. Çăлакана хăй алли çинче чиркÿре çĕклесе тăнă, вилĕмĕ çитнипе савăнса Турра мухтаса юрланă.
Симеон пек ырă вилес тесен ун пек сăваплă пурăнмалла. Сăваплă çынсене вилме лайăх, çылăхлă çынсене вара вилме пит хăрушă. Çылăхлă çынна вилсен савăнăç вырăнне хăруш суд кĕтсе тăрать, сăваплă çын вилсен ăна ĕмĕр пĕтми савăнăç кĕтсе тăрать, вăл çÿлти патшалăха кĕрет. Çавăнпа, тăвансем, малашне пурăнас кун-çула лайăх пурăнса, çылăхсенчен ÿкĕнсе ирттерме тăрăшар. Пурнăçа Христос хушнă пек ирттерсе асапсăр, канăçлă, ырă вилĕмпе вилме пар тесе Христосăн хăрушă судĕнче /пиртен/ ыйтнă чух лайăх каламалла пултăр тесе Турра тархасласа пурăнар. Аминь.
Силуан /КОЗЛОВ/ иеромонах,
Лаш Таяпа чиркĕвĕн настоятелĕ.