Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсĕмсемпе лăпланса лармаççĕ

11 февраля 2017 г.

Ÿсĕмсемпе лăпланса лармаççĕ

Çак кунсенче районти ялхуçалăх предприятийĕсенче отчетпа суйлав пухăвĕсем пуçланнă.

Районта чи малтан «Яманчурино» ОООра ĕçлекенсем хăйсен отчетлă пухăвне пуçтарăннă. Вăл ялти культура çуртĕнче иртнĕ. Уй-хир ĕçченĕсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, ертÿçĕсемпе специалистсем, учредительсем  фойере йĕркеленĕ ялхуçалăх выставкипе паллашнă. Пухăва район пуçлăхĕ Ираида Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов, ЗАГС пайĕн начальникĕ, ял тăрăхĕн кураторĕ Надежда Баймушкина хутшăннă. Вĕсем пуху пуçланиччен фермăра пулса унти ĕç-хĕлпе паллашнă.

Отчетлă докладпа сахал яваплă общество ертÿçи Владимир Рахмуллин тухса калаçнă. Иртнĕ çул сахал яваплă общество чăмăртаннăранпа 15 çул çитнĕ. Çак тапхăрта хуçалăх ăратлă выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерес, сĕт, аш-какай ытларах туса илес, ĕне витисене юсас, çĕнĕ объектсем тăвас тесе пархатарлă та курăмлă ĕçсем пурнăçлани куç умĕнче.

Ултă çул каялла фермăна реконструкцилени сăвăнакан ĕнесен шутне ÿстерме май панă. Иртнĕ çул кашни ĕнерен 5457 килограмм сĕт суса илнĕ. Ку кăтарту, 2015 çулхипе танлаштарсан, 109 килограмм нумайрах. 30 пăру вырнаçмалăх пĕчĕк вите туса хута янăран пăрусен йышне ÿстерме май панă. Çапах та аш-какай туса илес енĕпе хуçалăхăн кăтартăвĕсем кăштах пĕчĕкрех. Ку тĕлĕшпе ырă улшăнусем тума тĕллев лартаççĕ.

Выльăх ĕрчетесси тĕп вырăнта пулсан та çĕр ĕçне те пысăка хурса хаклама вĕренсе çитнĕ кунта. Хуçалăх йĕркеленнĕ çул сухаламалли çĕр 857 гектар пулнă пулсан, халĕ - 2516 гектар. 1 пине яхăнăшĕ Шăмалаксен, ыттисем - унчченхи «Слава» колхозăн усăсăр  выртнă çĕрсене арендăна илнисем. Çичĕ çул каялла  Энтепен 285 гектарĕ çинче те суха тума пуçăннă. Çавăн пекех Вăрăмхăва ялĕнчи çынсен пай çĕрĕсене - 270 гектар ĕçлесе хатĕрлеççĕ. Паллах, техника сахал мар кирлĕ. Яманчÿрелсем çул хыççăн çул çĕнĕ техника туянма мехел çитереççĕ.  Пĕр миллион тенкĕлĕх хăйсем ĕçлесе илнĕ укçапа туяннă пулсан, çăмăллатнă майпа виçĕ миллион тенкĕ кредит та илнĕ. Çитес вырмана тепĕр комбайн туянас ĕмĕтпе вăй парса ĕçлеççĕ. «Нива», «Вектор» комбайнсем, икĕ МТЗ-82, икĕ «МТЗ-1221» тракторсем, курăк выракан «КСУ-1», выльăх апачĕ хатĕрлемелли комбайнсем  туянни ÿсĕмсем тума май парать. Палăртма кăмăллă, хуçалăх иртнĕ çула 9608 пин тенкĕ таса тупăшпа вĕçленĕ. Тĕш тырă туса илессине, 2015 çулхипе танлаштарсан, 27 процент, сĕт туса илессине 12,4 процент ÿстернĕ. Пĕлтĕр пĕтĕмпе  3893 тонна тырă, 1282,3 тонна сĕт туса илнĕ.  Патшалăхăн апат-çимĕç фондне планпа палăртнă чухлĕ тырă ăсатнă хыççăн ыттине хăйсем патĕнчех, хаксем ÿсиччен,  упраççĕ. Ун валли пĕлтĕр  Шăмалакра çĕнĕ склад хута янă.

Владимир Сергеевич выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ çĕрте вăй хуракансене, уй-хирте тăрăшакансене кашнине ятран аса илсе хастарлăхшăн тав тунă. Унсăрăн епле-ха? Хуçалăхри ĕçсене 50 çын пурнăçласа пырать. Вĕсем кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хунинчен килет-çке хуçалăх ÿсĕмĕ. Чылайăшĕ хаклă парнесене тивĕçни çакна çирĕплетет те.

В.Рахмуллин ялхуçалăхĕнче туса çитереймен ĕçсем çинче те чарăнса тăнă, вĕсене пĕтермелли, ĕç укçине ÿстермелли майсемпе  тĕллевсене палăртнă. Ялхуçалăх ĕçченĕсен ячĕпе культработниксем вĕсен юратнă юррисене шăрантарнă.

Сăнÿкерчĕкре: пăру витинче хăтлă, ăшă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика