Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чапаевецсем патĕнче хăнара пулнăччĕ

11 февраля 2017 г.

Çĕршыври пĕтĕм халăх пирĕн ентеш - В.И.Чапаев çуралнăранпа 90 çул тултарнине чаплăн паллă тунă кунсенче, 1977 çулта, Чăваш комсомол обкомĕн делегацийĕ В.И.Чапаев ячĕпе хисепленекен дивизине хăнана кайса килчĕ. Виççĕн: Муркаш комсомол райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Алексей Скворцов, Шупашкарти пир-авăр тĕртекен комбинатри 3-мĕш фабрикăри ткачиха Людмила Пантикова тата эпĕ пултăмăр унта. Ĕмĕрлĕхе асра юлнă виçĕ куна хамăрăн ентешсемпе - чăваш каччисемпе пĕрле ирттертĕмĕр.

1965 çулта шефа илнĕ чăваш каччисем çак дивизие. Кунта çĕршер комсомолец хăйсен службине ирттернĕ. Йывăр вăрçă çулĕсенче те çак дивизире чăвашсем сахал мар пулнă. Вĕсем нимĕç фашисчĕсене хирĕç паттăррăн çапăçнă. С.Андреев, И.Кувин, К.Антонов, И.Кабалин чăвашсем Совет Союзĕн Геройĕ ятне çĕнсе илме пултарнă. Çар паттăрлăхĕн музейĕнче ытти геройсемпе пĕрле пирĕн ентешсен сăнĕсем те пур.

Чăваш каччисене командирсем лайăхпа çеç асăнатчĕç. Пирĕн республикăран килнĕ комсомолецсем - класлă специалистсем, çарпа политика вĕренĕвĕн отличникĕсем шутланнă.

«Чăвашсем нихăçан та кая юлмаççĕ, ыттисемшĕн яланах тĕслĕх пулса тăраççĕ», - каласа паратчĕç командирсем.

Дивизире хамăрăн ентешсемпе темиçе хутчен те тĕл пулма май килчĕ. Манăн Элекçей Тимеш каччине Ваня Ишмуратова асăнас килет. Командирсем ăна лайăх енчен çеç хаклатчĕç. Вăл ун чухне ротăри чи лайăх пулеметчиксенчен пĕриччĕ. Техникăна çине тăрса вĕреннĕ, юлташĕсене те çар техникине алла илме пулăшнă.

- Пирĕн каччăсем пурте тăрăшуллă, ĕçе юратни пире яланах пулăшать, темĕнле йывăрлăха та çĕнтеретпĕр, - тесе Ваня каласа пани халĕ те асра.

Сывпуллашнă чух тăванĕсене, районти çамрăксене салам калама ыйтрĕ. «Килсех тăрăр, служба питĕ лайăх иртсе пырать, эпир, мухтавлă начдив ентешĕсем, Чапаев ятне çÿлте тытатпăр», - терĕ вăл.

- Тăван çĕршыва хуралласси, мирлĕ пурнăçа сыхласси пирĕн тĕп тивĕç, эпир ăна чыслăн пурнăçлатпăр, - çапла каларĕç сывпуллашнă чух чăваш каччисем.

Тăван района каялла килсенех хамăр В.И.Чапаев дивизийĕнче пулни çинчен «Колхоз ялавĕ» хаçатра статья çырса кăлартăм. Вăл район хаçатĕнче 1977 çулхи мартăн12-мĕшĕнчи номерте пичетленсе тухрĕ.

А.ПЕТРОВ,
учитель-пенсионер, 1975-1980 çулсенче «Победа» колхозри ВЛКСМ комитечĕн секретарĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика