11 февраля 2017 г.
Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк районĕсен территорийĕнче тунă хăрушă преступленисене уçса парас енĕпе Раççей Федерацийĕн Следстви Комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕ ĕçлет.
Следстви пайĕнче 6 сотрудник тăрăшать. Вĕсем хăрушă киревсĕр ĕçсене - çынна вĕлернĕ, вăрланă, саккуна пăсса ирĕкрен хăтарнă, çынсене сутнă, арлăх киревсĕрлĕхĕпе çыхăннă, ĕç укçине вăхăтра тÿлемен, ĕç сыхлавĕн йĕркисене пăснă тĕслĕхсемлĕ, коррупци сĕмĕллĕ преступленисене уçса парассипе тимлеççĕ.
Иртнĕ çул следстви пайĕ уголовнăй 70 ĕç пуçарнă, вĕсенчен 64-шне тĕпчесе пĕтернĕ. Çавăн пекех 104 çынна йышăннă.
Хăрушă преступленисене тĕпчесе уçса парасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Иртнĕ 2016 çулта следовательсем çынна вĕлернипе çыхăннă 6 ĕçе, сывлăха пысăк сиен кÿнипе çын вилнĕ 2 ĕçе тĕпченĕ, вĕсене пурне те ÿсĕр пуçпа тунине çирĕплетнĕ.
Иртнĕ çулсенче тунă преступленисене уçса парассипе те тимлетпĕр. Çакăн йышши 2011 çултанпа тунă 4 преступленине тупса палăртнă.
Следстви пайĕн ĕç-хĕлĕн тепĕр çул-йĕрĕ вăл - çул çитменнисемпе çыхăннă преступленисене тĕпчесси. 2016 çулта çул çитмен 9 çамрăк асап курнă. Çул çитмен ачасем хутшăннипе уголовнăй 5 ĕçе, çул çитмен çамрăксене хирĕç тунă 6 ĕçе суда ярса панă. Çак ĕçсене тĕпченĕ, уçса панă чухне питĕ асăрхануллă, тимлĕ пулма тăрăшатпăр, преступлени тума хутшăннă çынсене çеç мар, вĕсене киревсĕрлĕх çулĕ çине мĕн илсе пыма пултарнине те палăртатпăр.
Право сыхлавĕн ытти органĕсемпе - прокуратурăпа, шалти ĕçсен, федерацин хăрушсăрлăх службин органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленине палăртатăп.
А.ИВАНОВ,
РФ Следстви Комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн ертÿçи.