11 февраля 2017 г.
Эпир пурте çутçанталăк ырлăхĕпе пурăнатпăр - çуралатпăр, ÿсетпĕр, пĕр-пĕрне юрататпăр, вăхăт çитсессĕн ача-пăчаллă пулатпăр. Анчах та темшĕн пур чухне те çутçанталăк ырлăхне хакламастпăр. Ăна перекетлеме пĕлместпĕр. Пысăк хуласенчи заводсемпе фабрикăсем тĕтĕмĕпе сывлăша миллионшар тонна хăрăм, тĕрлĕ сиенлĕ хутăш кăлараççĕ. Сарлака çулсем тăрăх вĕçĕ-хĕррисĕр автомашина чупать, вĕсем те кислорода çăтаççĕ, сиенлĕ хутăшсене сывлăша сирпĕтеççĕ. Çулсеренех кайăксен, чĕрчунсен, ÿсен-тăрансен шучĕ те чакать. Ĕлĕк ялта та, хула тавра та, вăрманта та шăнкăрч йышлăччĕ. Çуркунне ачасем вĕсем валли йăвасем ăсталатчĕç. Халĕ шăнкăрчсен юррисене питĕ сайра илтетĕн. Питĕ шел, çутçанталăк чухăнланса пырать. Ăна этем чухăнлатать - вăрмансене касать, шурлăхсене типĕтет, сывлăша варалать.
Эпир ку тавралăхра çуралнă, кунтах ÿссе çитĕнетпĕр. Пире çурхи хĕвел ăшăтать, çил ачашлать, çумăр çуса тасатать. Çĕр хăйĕн илемĕпе чуна илĕртет, çимĕçĕсемпе тăрантарать. Мĕншĕн юратас мар тăван тавралăха? Мĕншĕн ăна тата пуянрах та илемлĕрех тăвасшăн тăрăшас мар?
Паян çак ыйтусем çут-çанталăка юратакан çынсене кăна шухăшлаттармаççĕ. Раççей Правительстви шайĕнче те ку ыйту яланах çивĕч тăрать. Пирĕн çав тери пысăк, çав вăхăтрах çав тери пĕчĕк Çĕр планета этемлĕхшĕн кил пулса тăрать. Паянхи кун вара тăван кил хăрушлăха лекнĕ. Ăна упрас тесен кашни çыннăн çутçанталăкпа килĕштерсе пурăнмалла. Çавăнпа та Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2017 çула Раççейре Экологи çулталăкĕ тесе палăртнă.
Елчĕк шкулĕ кăçал тĕрлĕ мероприяти, акци йĕркелесе ирттерме палăртнă. Нумаях пулмасть кĕçĕн класс ачисем кайăксем валли сырăшсем хатĕрлерĕç. Унта апат-çимĕç хурса кайăксене хăналарĕç. Çавăн пекех заповедниксем çинчен пынă калаçу сехечĕ пурне те шухăша ячĕ. Вĕсемех Хĕрлĕ кĕнеке çинчен тишкерÿ проекчĕсем хатĕрлесе хÿтĕлерĕç. 4 „б” класс вĕренекенĕсем хăйсене асамçă вырăнне хурса тĕнчере „йĕрке” турĕç.
Эпĕ Асамçă пулнă пулсан...
- Пĕтĕм çырма-çатрана тап-таса тунă пулăттăм.
- Хуçăк йывăçсене чĕртĕттĕм.
- Çÿп-çапа суйласа тепĕр хут ĕçе кĕртĕттĕм.
- Автомашинăран таса сывлăш тухмалла тăвăттăм.
- Заводсенче пĕтĕмпех фильтр лартăттăм.
- Юханшывсене таса мар япаласем юхтарса кăларма чарăттăм.
- Килти пек „генеральнăй уборка” тăвăттăм.
Ачасем çутçанталăк хăрушлăхра пулнине ăнланни, пулăшма хатĕр пулни савăнтарать. Апла пулсан шанчăк пур-ха.
О.КУЗЬМИНА,
4 „б” класс ертÿçи.
Сăнÿкерчĕкре: ачасем сырăшсем ăсталанă.