Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пырса курăр - ÿкĕнмĕр

08 февраля 2017 г.

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

ЗАГС пайĕн 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе унăн начальникĕ Надежда Баймушкина паллаштарчĕ, демографи лару-тăрăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Пĕлтĕр районта 115 ача çуралнă /2015 çулта - 154 ача/, 330 çын /319 çын/ вилнĕ.

Пурнăçран уйрăлнисен сăлтавĕсем тĕрлĕрен: йывăр чир-чĕр, инкек-синкек, хăйсем çине алă хуни тата ытти те. 79 çын çеç ватăлса вилнĕ. 2016 çулта 73 мăшăр /2015 çулта - 107/ пĕрлешнĕ, 29-шĕ /34 мăшăр/ уйрăлнă. Ытларах 10-25 çул пĕрле пурăннă çемьесем арканни шухăшлаттарать. Кунти сăлтавсем çаксем: эрех-сăрапа иртĕхни, кĕвĕçÿ, юттисемпе çыхланса кайни, характерсемпе пĕр-пĕринпе килĕштерейменни тата ытти те.

Статистика савăнтармасть. Канашлăва хутшăннисем кÿршĕллĕ районсенчи лару-тăрупа интересленчĕç те кун пекки пирĕн патăмăрта кăна мар иккен. Демографи лару-тăрăвĕ çĕршыври тĕрлĕ сăлтавсемпе çыхăннă. Ăна вара уйрăм тăрăхра, районта тĕпрен улăштараймăн.

Социаллă страховани фончĕн районти уполномоченнăйĕ Алина Сверчкова Елчĕк районĕнчи ĕç-хĕл çинче чарăнса тăчĕ. Социаллă страхованин Елчĕк районĕнчи фончĕ çынсене патшалăхăн 18 тĕрлĕ пулăшăвне патшалăх пулăшăвĕн порталĕ урлă парать. Вĕсенчен 4-шне нумай функциллĕ центр урлă илме пулать.

Патшалăх паракан чи пысăк пулăшусенчен пĕри - инвалидсене реабилитацин техника хатĕрĕсемпе тивĕçтересси. Пĕлтĕр районĕпе техника хатĕрĕсемпе тивĕçтерме 273 инвалидран 502 заявка йышăннă. 3 млн та 173 пин тенкĕлĕх 880 заявкăна тивĕçтернĕ. Ку вăл хăш-пĕр инвалидсене техника хатĕрĕсене, хăш та пĕр пулăшусене 2017 çулхи январь, февраль уйăхĕсемшĕн 2016 çулхи декабрьте панипе çыхăннă.

Патшалăх паракан тепĕр çăмăллăх вăл медицина кăтартăвĕсемпе инвалидсене санаторипе курортсенче сипленме яни пулать. Пĕлтĕр ку тĕллевпе 30 заявка йышăннă, 28-шне тивĕçтернĕ. Черетре 71 инвалид тăрать.

Çавăн пекех социаллă страховани фончĕ производствăра çынсем сусăрланассипе, професси чирĕпе чирлессине асăрхаттарас, сиенлĕ отрасльсенче ĕçлекенсене санаторипе курортсене ярса сиплес тĕлĕшпе ĕçлет. Çак пулăшупа 8 организаци 320 пин тенкĕлĕх усă курнă.

Районти социаллă страховани фончĕ 249 страхователе регистрациленĕ Вĕсем квартал пĕтсен тепĕр уйăхăн 25-мĕшĕччен отчетсем памалла, фонда страховани взносĕсем хывмалла. Шел, январĕн 15-мĕшĕ тĕлне страховательсен взносĕн парăмĕ 223 пин тенкĕпе танлашать.

Район администрацийĕн капиталлă строительство тата ЖКХ пайĕн начальникĕ Николай Петров отраслĕн 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Пĕлтĕр районĕпе 3044 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр ĕçе кĕртнĕ. Шăмалакра нумай ачаллă пĕр çемьене çурт çавăрса панă. Лаш Таяпара культура çуртне тĕпрен юсанă, Çĕнĕ Эйпеçре ФАП, Тÿскелте клуб тунă. 34 çемье тĕрлĕ программăна хутшăнса хăйсен пурăнмалли условисене лайăхлатнă. Нумай хваттерлĕ 2 çуртра электроснабжени системине, путвала юсанă.

Комсомольски-Елчĕк-Пăва /Тутарстан/ çулне 3,4 çухрăма тĕпрен юсанă, Тĕмерпе Мучар хушшинчи 1,1 çухрăм çула çĕнĕрен тунă тата ытти те. Çулсене юсама, тытса тăма сахал мар укçа-тенкĕ уйăрнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый районта ирттерме палăртнă  спорт мероприятийĕсемпе паллаштарчĕ. Вĕсенчен чи пысăк пĕлтерĕшли - февралĕн 11-мĕшĕнчи Пĕтĕм Раççейри «Йĕлтĕр йĕрĕ - 2017» чупу. Елчĕк ял тăрăхĕнче вăл Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн спорт площадкинче иртет. Ыттисенче йĕлтĕрсемпе чупакансем ял тăрăхĕсен администрацисем вырнаçнă ялсене пуçтарăнаççĕ. Февралĕн 23-мĕшĕнче Елчĕкре арçынсен фестивальне ирттерме палăртнă. Февралĕн 18-мĕшĕнче «Улăп» сывлăха çирĕплетекен комплексра панкратион /правилăсăр спорт çапăçăвĕ/ енĕпе кăтартуллă ăмăртусем пулаççĕ. Спортсменĕсем Мускавранах килеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика