08 февраля 2017 г.
Федерацин 2016 çулхи раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче йышăннă «Федерацин «Чи пĕчĕк ĕç укçин виçи çинчен» саккунĕн 1-мĕш статйине улшăнусем кĕртесси çинчен» 460-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн 2017 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кашни уйăхри чи пĕчĕк ĕç укçин виçине 7800 тенкĕ çирĕплетнĕ.
Вăл 2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнипе танлаштарсан 4: пысăкрах. Чи пĕчĕк ĕç укçин виçипе шалу, чире пула ĕçе вăхăтлăха тухайман, ача çуратма хатĕрленнĕ, ăна пăхнă пирки çирĕплетекен пособие шутланă, социаллă страхованипе çыхăннă ыйтусене татса панă чухне усă кураççĕ.