08 февраля 2017 г.
Район прокуратури уйрăм предпринимательсем лавккасенче ĕçлекенсене мĕнле тÿленине тĕрĕсленĕ.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче А.Иванова сутуçă эрнере 36-48 сехет ĕçленине /палăртнă йĕркепе вăл 40 сехет ĕçлемелле/ палăртнă. Уншăн ăна ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен кая мар тÿлемелле. Шел, сутуçă 7,5 пин тенкĕ вырăнне 3500 тенкĕ çеç алла илнĕ.
Прокуратура ĕçченĕсем уйрăм предпринимателе сутуçăна ĕç укçине туллин тÿлеме хушнă, 5 пин тенкĕ штрафланă.
К.ЯНДИМИРКИНА,
район прокурорĕн пулăшуçи.