Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вилĕмсĕр паттăрлăх кăтартнă

08 февраля 2017 г.

1904 çулхи февралĕн 9-мĕшĕнче Японин çар флочĕн карапĕсем Раççейĕн Порт-Артурта тăракан флот эскадрине атакăланă. Çапла майпа 1904-1905 çулсенчи Раççейпе Япони хушшинчи вăрçă пуçланнă.

Çак кунхине вырăссен «Варяг» крейсерĕпе «Кореец» çар кимми /канонер кимми/ тинĕсре нейтраллă вырăнта тăнă. «Варяг» крейсерăн капитанĕ В.Ф.Руднев пулнă. Вăл вырăссен паллă флотовочĕсен Ушаковпа Нахимов адмиралсен вĕренекенĕ пулнă, вĕсемпе пĕрле тĕрлĕ походсене, çапăçусене хутшăннă. Руднев капитана «Варяг» крейсер экипажĕ хисепленĕ, унран тăтăшах çар ăсталăхне вĕреннĕ.

«Варяг» крейсерпа «Кореец» тăракан вырăна Японин 14 çар карапĕ килни курăннă. Вĕсен шутĕнче лайăх хĕç-пăшалланнă крейсерсемпе миноносецсем - «Асама», «Такачихо», «Чиода» пулнă. «Асама» крейсер артиллери хăвачĕпе «Варягран» тăватă хут вăйлăрах шутланнă.

А.Ф.Руднев капитан тăшман карапĕсене курсан экипажсене вĕсене хирĕç тухма, ункăсене татса вырăс карапĕсем тăракан Порт-Артур еннелле кайма приказ панă.

- Тăшман ункине татса тухаймасан «Варяга» вĕсен аллине парас çук, ăна тинĕсе путарăпăр. Вырăс морякĕсем тăшмана парăнмаççĕ, - янăранă капитанăн хăватлă сасси. Унăн сăмахĕсене экипаж членĕсем хăйсен чĕри патне илнĕ.

«Варягпа» «Кореец» мачтисем çинче вырăс ялавĕсем вĕлкĕшнĕ. Японецсем вĕсене парăнма сигнал панă. Вырăс матросĕсем тăшман сигналне тупăсенчен персе хуравланă. Ахаль мар çапăçу хĕрсе кайнă. Тинĕс шывĕ снарядсен хăвачĕпе хуранти пек вĕренĕ. «Варяг» çинчен Федор Елизаровпа Кузьма Хватков комендорсем тупăсенчен снаряд хыççăн снаряд кăларса тăнă. Часах тăшмансен «Асама» крейсерĕпе тепĕр миноносецне вут-çулăм хыпса илнĕ, вĕсенчен пĕри тинĕсе путнă. Тан мар çапăçура «Варяга» та тăшман пысăк сиен кÿнĕ. Снаряд хăваракан шăтăксенчен крейсера тинĕс шывĕ шавласа кĕнĕ. Жигаревпа Журавлев кочегарсем снарядран юлнă шăтăксене хуплама тăрăшнă. Крейсер çинчи ялав снаряд лекнипе палуба çине ÿкнĕ, ун çийĕн тĕтĕм йăсăрланнă, тăшман пулисем шăхăрса вĕçнĕ. Зиновьев канонир палуба çинчи ялава çĕклесе мачта çине çĕнĕрен вырнаçтарнă. Крейсер çинчи матроссенчен нумайăшĕ вилнĕ, йывăр суранланнă. В.Ф.Руднев капитан çапăçура сиенленнĕ «Варягпа» «Корееца» Чемульпо бухтине кайма приказ панă. Крейсерпа кимĕ Чемульпо бухтине çитсе чарăннă. «Варягăн» малти пайĕ шыва путнă. Японецсен карапĕсем Чемульпо еннелле килнине курсан капитан крейсера путарма приказ панă. «Варяг» майĕпен тинĕс тĕпнелле анма пуçланă. Ун çинчи паттăрсем юлашки юррине юрланă. «Кореец» çинчен те взрыв кĕрлевĕ илтĕннĕ.

...Вырăссен «Варяг» крейсер экипажĕн паттăрлăхĕ çинчен тĕнчипех хыпар сарăлнă. Европăра, Америкăра тухса тăракан хаçатсемпе журналсенче вырăс матросĕсен паттăрлăхĕ çинчен калавсемпе очерксем, Германири пĕр изданире сăвă пичетленнĕ. Тĕнчери миллионшар çын сăвăри: «Наверх, вы, товарищи, все по местам!» - текен йĕркесене пĕлет. Çак сăвва нимĕçсен паллă поэчĕ Рудольф Гренц çырнă. Халĕ вăл халăх юрри вырăнĕнче шутланать. «Варяг» паттăрлăхĕ çинчен «Плещут холодные волны» юрăра та палăртнă. Юрă текстне Я.Н.Репинский çырнă, ăна юрра хываканĕ Ф.Н.Богородицкий студент пулнă.

Николай БОГДАНОВ.
Кивĕ Арланкасси ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика