08 февраля 2017 г.
Тĕнче литературинче сумлă ят хăварнă чăваш халăх поэчĕ Петр Петрович Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитрĕ.
Сумлă çыравçа, унăн сăввисемпе поэмисене пĕлмен, вуламан чăваш çуках пулĕ. «Аптраман тавраш» сăвăлла роман, «Магнит ту», «Таня» тата «Тăван çĕршыв» поэмăсем, «Тилли юррисем» сăвă ярăмĕсем чăваш литературин пуянлăхĕ, халăх кăмăлласа вулакан хайлавсем пулса тăнă.
Чаплă та сумлă поэтăмăра чысласа «Чăваш Республикин учительсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури секцийĕ тата «Тантăш» хаçат П.П.Хусанкай пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх ăс-хакăл ăмăртăвĕ ирттернĕ.
Икçĕре яхăн вулакан хушшинче Шăмалак ялĕнчи шкул ачисен хушамачĕсем те пур. Вĕсем викторинăна хастар хутшăннине тата ыйтусене тĕрĕс хуравланине ĕнентерекен сертификат илме тивĕçнĕ.
В.УСАНОВА.
Сăнÿкерчĕкре: В.Усанова, Ю.Герасимова.