Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электрохатĕрсемпе пĕлсе усă курар

08 февраля 2017 г.

Электрохатĕрсемпе пĕлсе усă курар

Çулталăк пуçланнă кăна-ха, районта вара 4 пушар  пулнине регистрациленĕ. Вут-çулăм 165 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Пушарта 1 çын аманнă, 2 çын çунса вилнĕ.

«Хĕрлĕ автан» алхаснин сăлтавĕсем - электрохатĕрсемпе усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни /3 пушар/ тата вут-çулăмпа асăрханусăр пулни /1/.

Эпир электрохатĕрсемпе тăтăшах усă куратпăр. Розеткăна холодильник, мультиварка, телевизор, шыв ăшăтмалли хатĕр вилкисене чикетпĕр. Çакна кивĕ электропралуксем чăтайманран инкек пулать те. Электропралуксене специалистăн ылмаштармалла. Хăвăр тĕллĕн улăштарни те инкек патне илсе пырать. Электропралуксене пилĕк çулта пĕрре тĕрĕслеттермелле. Мĕншĕн тесен япăхнă вырăнсене куçпа пăхса пĕлме çук.

Тăтăшах ялсене тухса рейдсем ирттернĕ май хăйсем тĕллĕн ăсталанă ăшăтмалли хатĕрсемпе усă курнине те сахал мар асăрхатпăр. Çавăн пекех кивелнĕ электропралуксене сыпăнтарнă вырăн хĕмленнипе те пушар тухма пултарать. Заводра туса кăларнă электроплитасемпе кăна усă курмалла.

Пÿлĕмсенче усă куракан электрохатĕрсене ĕç вăхăчĕ вĕçленсен сÿнтермелле, электричество ламписене, светильниксене хутпа хупласа хумалла мар. Электрохатĕрсене розеткăна чиксен тимлĕхсĕр хăварсан та инкек тÿсме тивĕ. Ачăрсене, ватă çынсене пĕччен ан хăварăр. Килтен тухса кайнă чухне электрохатĕрсене, çутакан приборсене сÿнтернине тепĕр хут тĕрĕслĕр.

Пушарта чи хăрушши - çухалса кайни тата хăраса ÿкни. Çав  кĕске самантра хаклă минутсем çухалаççĕ, вут-çулăмпа тĕтĕм вара хăйсен хăрушă ĕçне тăваççĕ. Хăрушсăр вырăна тухас шанăç та сахалланса пырать. Çавăнпа та пушар  сиксе  тухсан чи малтанах пушар хурал чаçне 01, карас телефонĕпе 112, 101 номерсемпе шăнкăравламалла. Чи малтанах ăçта, мĕн çуннине хăвăрт пĕлтермелле. Адресне, хушаматпа ятне, телефон номерне, çын, выльăх-чĕрлĕх пурнăçĕшĕн хăрушлăх тухса тăнине е тăманнине каламалла. Енчен те сирĕн телефонпа шăнкăравлама май çук пулсан - хăвăртрах пÿлĕмрен тухмалла, хытă кăшкăрса иртен-çÿрене инкек çинчен пĕлтермелле.

Сыхланакана кăна Турă сыхлать теççĕ.  Асăрхануллă пулар, хамăр пурнăçа, ĕмĕртен пухса пынă мула хаклар.

А.САЙКИН,
пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика