Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунпа пуян, ĕçĕпе харсăр

04 февраля 2017 г.

Чунпа пуян, ĕçĕпе харсăр

Район пурнăçĕнчен аякка тăрса юлман Сăрьелĕнчи Рифкат Харисов ĕç ветеранĕ «Елчĕк ен» хаçата чун апачĕ вырăнне хурса йышăнать. Хаçатри кашни статьяна пĕр сиктермесĕр вулать вăл, ентешсен ĕç-хĕлĕпе интересленсех тăрать.

Район хаçачĕн иртнĕ çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче пичетленсе тухнă «Çирĕп чун-чĕреллĕскерсем» статьяра В.Кириллова журналист Çуткÿлĕнчи Маринăпа Александр Блиновсен çемйин кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Çамрăк мăшăр сывлăхĕ хавшакне пăхмасăр выльăх-чĕрлĕх усрать, пурнăçăн кашни саманчĕпе киленсе пурăнать. Апат-çимĕç пĕçерме ăста кил хуçи хăнасене те тарават. Ырă кăмăллă, çын хуйхи-суйхине хăйĕнни евĕр йышăнакан Рифкат Сабирович çак маттур çамрăксемпе тĕл пулас ĕмĕтпе çунатланчĕ. Ара, паян тĕрĕс-тĕкел, ырă-сывă пурăнакан çамрăксем те эрехпе иртĕхеççĕ, пурнăç йывăр тесе ÿпкелешеççĕ, ял хуçалăхĕнче ĕçлесшĕн мар. Тăрăшуллă çамрăк мăшăр вара, инвалид пулнине пăхмасăр, малалла талпăнать. Чăн-чăн ырă тĕслĕх пирĕншĕн, кашнийĕншĕн. Çавăнпа ветерансен районти канашĕн членĕ Р.Харисов вĕсемпе тĕл пулса калаçасшăн, вĕсене харсăр ĕçшĕн ăшă сăмахсемпе ăшăтасшăн ăшталанчĕ. Иртнĕ кунсенче Р.Харисов пуçарулăхĕпе эпир, халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем, Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Смирнов, Р.Горшкова библиотекарь Блиновсемпе тĕл пултăмăр.

Маринăпа Александр иккĕшĕ те килтехчĕ. Пире, кĕтмен хăнасене, питĕ кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Рифкат Сабирович тăрăшуллă мăшăра парнесемпе кучченеçсем парса чысларĕ. Эпир хамăр енчен вĕсене мĕнлерех пулăшу пама пултарнипе паллаштартăмăр.

Марина, ал ĕçне юратаканскер, чăвашсен йăли-йĕркипе Рифкат Сабирович умĕнче парăмра юлас темерĕ, хăйĕн аллипе эрешлесе çыхнă пĕчĕк минтер парнелерĕ. Питĕ кăмăллă çемьепе паллашнăран кăмăлсем çĕкленчĕç пирĕн пурин те.

Чылай çул райпо системинче ĕçленĕ Р.Харисов районти сутуçăсене лайăх пĕлет. Çак тăрăха килнĕрен вăл Курнавăш лавккинче 36 çул ĕçленĕ сутуçăпа, Елена Синицынăпа, тĕл пулчĕ. Пĕччен пурăнакан Елена Ильинична пуç усса ларма хăнăхман. Тĕрĕ ăстин ĕçĕсем халĕ шăпах Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче куравра.

Рифкат Сабирович - Сăрьел тутарĕ. Вăл чăвашла лайăх пĕлет, чăваш йăли-йĕркине, православи тĕнне хисеплет. Çавăнпах вăл Курнавăшри Христос çуралнин чиркĕвĕнче пулса курчĕ. Чиркÿ настоятелĕ Анатолий  атте питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕ. Кунта тутарпа чăваш хушшинчи туслăх, хутшăнусем, килĕшÿ çинчен ăшă калаçу чылай вăхăта пычĕ.

Каласа хăвармасăр иртес мар, çынпа ырă пурăнни ырăлăх кÿрет. Сывлăх енчен хавшак çынсене май пур таран пулăшассине пурнăçăн тĕп девизĕ вырăннех хурать пирĕн аслă юлташăмăр. Рифкат Сабирович çулсеренех тăлăха юлнă, йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене пулăшма  та укçа-тенкĕ çитерет.

- Çынна яланах ырă сунмалла. Туслăхра пурăннине нимĕн те çитмест, - тет хисеплĕ çыннăмăр.

В.МОЛОСТВОВА.

Сăнÿкерчĕкре: Блиновсем патĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика