04 февраля 2017 г.
«Пурнăç лайăхланса, пурнăçра кирлĕ япаласем нумайланса, культура пуянлăхĕ ÿссе пынă май çамрăк ăрăва пăхса ÿстересси йывăрлансах пырать, ачасене воспитани парас ĕçри çынсен яваплăхĕ татах та ÿсет», - тенĕ паллă педагог В.А.Сухомлинский. Çак сăмахсем хальхи пурнăçа чăн пырса тивеççĕ. Радиопа телевидени тата компьютер технологийĕсем вăйлă аталаннă вăхăтра шкул ачисене пĕлÿ, воспитани парасси пĕр енчен çăмăлланса, тепĕр енчен кăткăслансах пырать. Йывăрлăхĕ мĕнрен килет-ши? Пурнăçĕ çапла-ши? Учительсемпе воспитательсем айăплă-ши? Е ашшĕ-амăшĕ ачисене кирлĕ пек пăхмасть?
Тĕрлĕ технологи аталанни, паллах, ачасемшĕн питĕ аван. Анчах хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачисене компьютерпа пĕлсе, усăллă ĕçлеттерменни те тĕл пулать. Чылай шăпăрлан кирлĕ-кирлĕ мар вăйăсем выляса вăхăта ирттерет, куç вăйне хавшатать, ăс-тăнне сиенлетет.
Кĕçĕн классенче ĕçленĕ май çапла калас килет: «Ачасене йăнăш тăвасран асăрхаттарма çăмăлрах, тунă йăнăша тÿрлетме вара йывăр». Çавăнпа та пĕрремĕш класа хатĕрлекен ашшĕ-амăшне хăш-пĕр сĕнÿ парас кăмăл пур.
Ачан кун йĕркине тĕрĕс йĕркелĕр. Çителĕклĕ çывăрнисĕр, техĕмлĕ апатсăр пуçне телевизорпа компьютер умĕнче ларас вăхăта чакарăр.
Ачана кĕнекене юратма вĕрентĕр.
Ачасемпе ытларах сюжетлă вăйăсем выльăр. Тĕслĕхрен, «Шкулта», «Магазинта», «Эпир больницăра» тата ытти те.
Ыйту çине шухăшласа, васкамасăр хурав пама вĕрентĕр.
Шкула кайсан çыру ĕçĕ ăнăçтăр тесен ачасен пÿрнисене çирĕплетмелле. Çак тĕллевпе вăл ытларах ÿкертĕр, пластилинпа тĕрлĕ япаласем ăсталатăр, мозаика, лего, пазл вăййисене выляттарма тăрăшăр.
Ачана кантарма ан манăр. Ытла нумай ыйтни те çирĕп мар нерв системине хавшатма пултарать.
Çитĕнÿсемшĕн ачана хавхалантарма ан манăр. Мухтани ачан кăмăлне çĕклет, унăн татах та ĕçлес килет. Итлемен ачана асăрхаттарма пĕлни те вырăнлă. Мĕн тума юранине е юраманнине пĕчĕкренех вĕренмелле.
Хамăн шухăша паллă педагог А.С.Макаренко сăмахĕсемпе вĕçлес килет: «Ачасем - пирĕн пулас ватлăх. Вĕсене тĕрĕс пăхса ÿстерсен эпир ватлăхра ырă курăпăр, япăх пăхса ÿстерсен пирĕн кулянмалла, макăрмалла пулĕ, çынсем умĕнче, пĕтĕм çĕршыв умĕнче намăс курма тивĕ».
А. ДАНИЛОВА,
Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен.