04 февраля 2017 г.
Пĕлтĕр Чăваш Енре Амăшĕн капиталĕн федерацин программи тăрăх ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ 3,7 миллиард тенкĕлĕх панă.
Экономика тĕлĕшĕнчен кăткăс вăхăтра Амăшĕн капиталĕ шутĕнчен пĕр хут тÿлени сисĕмлĕ пулăшу пулчĕ паллах. Пенси фончĕ 2016 çулта ăна икĕ тапхăра уйăрчĕ: пĕрремĕш кварталта - 20 пин, иккĕмĕш çур çулта - 25 пин тенкĕ. Çулталăкра 19 пин çын 450 пин тенкĕ илнĕ. Чылайăшĕ заявление электронлă мелпе çитернĕ.
Амăшĕн капиталĕн укçипе пĕлтĕр пурăнмалли условисене 8 пин çемье лайăхлатнă, 600-шĕ аслă ачисен вĕренĕвĕшĕн тата кĕçĕннисене ясли-садике çÿретнĕшĕн тÿленĕ.
Çемье капиталне тăкакламалли çĕнĕ мелпе - сусăр ачана социаллă адаптаци памашкăн тата обществăна интеграцилемешкĕн пулăшусемпе таварсем туяннине саплаштарас тата амăшĕн пулас пенсине ÿстерес тĕллевпе - усă курма палăртса заявлени паракан пулман-ха.
Амăшĕн капиталĕн сертификатне пĕлтĕр Чăваш Енри - 8 пин ытла, федерацин патшалăх программи 2007 çулта ĕçлеме тытăннăранпа 75 пин çемье илнĕ. Вĕсен çуррийĕ хушма пулăшу нухратне пĕтĕмпех е пĕр пайне 19 миллиард тенкĕлĕх тăкакланă.
Кăçал çемье капиталĕн сумми 453026 тенкĕпе танлашать. Асăннă программа вăйне çухатиччен икĕ çултан катăлчĕ: унăн ирĕкне илмешкĕн çемьери иккĕмĕш е ун хыççăнхи тĕпренчĕке 2018 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен çуратмалла е усрава илмелле. Сертификатлă пулмалли тата унăн укçипе хуçаланмалли вăхăта вара чикĕлемен.