04 февраля 2017 г.
Веществосен ылмашăвĕ - кăткăс процесс. Апатри тутлăхлă веществосем организмра улшăнса ÿт-пÿ веществине куçаççĕ. Юлашкисем çĕнĕ клеткăсем валли, кивĕ клеткăсене улăштарса çĕнетме е энерги тунă çĕре каяççĕ. Вĕсем пурте организма аталантарма, пурнăçа малалла тăсма пулăшакан функцисене пурнăçлама кирлĕ. Утса, чупса çÿреме, шалти секреци процесĕсене, хими реакцийĕсене куçма, ÿт-пÿ температурине пĕр шайра тытса пыма пулăшакан условисем туса параççĕ. Веществосемпе энерги ылмашăвĕ пĕтсен организм вилет. Организма кирлĕ тутлăхлă веществосемпе туллин тивĕçтерсе тăрсан тата ăна аталантарма тĕрлĕ енлĕ условисем туса парсан çеç веществосен ылмашăвĕ тивĕçлĕ шайра пулса пырать. Выльăх-чĕрлĕхе япăх тăрантарсан, тутлăхлă тата минераллă веществосем, витаминсем памасан веществосен ылмашăвĕ пăсăлать.
Шалти секреци парĕсем кирлĕ пек ĕçлеменни, веществосен ылмашăвĕ пăсăлма пуçлани чĕрĕ организмри физиологи процесĕсемпе тачă çыхăннă. Час-часах вĕсем выльăх-чĕрлĕх пĕтĕ чухне, ĕне сĕт антарнă тата вăл сĕтне ÿстернĕ тапхăрта палăраççĕ. Веществосен ылмашăвĕ пăсăлсан родильный парез, рахит, остеодистрофи е остеомаляци, эндеми зобĕ, гиповитаминоз чирĕсем аталанма пултараççĕ.
Веществосен ылмашăвĕ йĕркеллĕ пулса пытăр тесен чир-чĕре хирĕç кĕрешмелли профилактика мероприятийĕсене туса пымалла. Вĕсенчен пĕри - пĕтĕмĕшле диспансеризаци. Рационра тутлăхлă, микро- тата макроэлементлă апат, витаминсем, аминокислотасем çителĕклĕ шайра пулмалла. Выльăха пахалăхлă, лайăх шыв ĕçтермелле. Вĕсен сывлăхне тĕрĕслесех тăмалла тата зоогигиена условийĕсене пăхăнса ĕçлемелле.
Профилактика тăвас ĕçре çак витаминла препаратсемпе усă курма канаш паратпăр: элеовит, тривитамин, тетравит, пулă çăвĕ, тетрамаг.
Çавăн пекех ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентересси пирки аса илтеретпĕр. Çак мелпе усă курни ăратлă, чире парăнман çирĕп пăрусем алла илме май парать. Ĕнесене вăкăртан ерме пултаракан - лейкоз, бруцеллез, трихомоноз, кампилобактериоз чирĕсенчен те сыхлама пулăшать.
Районти ветеринари участокĕсенче ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен пунктсем пур, вĕсенче опытлă ветеринари специалисчĕсем ĕçлеççĕ. Кирлĕ пулсан, киле пырса та ĕнесене пĕтĕлентерме пултараççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон: 2-56-42.
С.ИШМУРАТОВ,
районти ветеринари станцийĕн специалисчĕ.