01 февраля 2017 г.
Роза Николаевна Молодова ертсе пыракан «Фармация» патшалăх предприятийĕн Елчĕкри 40-мĕш аптека коллективĕнче хăйсен ĕçĕнче пысăк ăсталăх пухнă специалистсем ĕçлеççĕ.
Хăйсен нушисемпе тăтăш аптекăра пулакан çынсем сăнÿкерчĕкри Ольга Тябуковăпа Людмила Такинăна лайăх пĕлме, паллама тивĕçлĕ. Мĕншĕн тесен ялан çын куçĕ умĕнчи, çынсене сывлăх парнелессишĕн нумай çул ырми-канми вăй хуракан çак ăшпиллĕ ĕçченсем хăйсен пархатарлă ĕçĕпе коллективра анчах мар, районта пурăнакансем хушшинче те пысăк ят-сум çĕнсе илнĕ.
Чи пысăк категорири квалификацие тивĕçлĕ пулнă Людмила Алексеевна Такина фармацевтăн ĕç стажĕ виçĕ теçетке çултан иртнĕ ĕнтĕ. Пулăшу ыйтма пыракан кашни çынна тимлĕн итлеме, ăнланма тăрăшакан пирки нумай çын: «Тухтăртан кая мар тĕрĕс сĕнÿ-канаш пама пултаракан», - тенине пĕрре мар илтме тÿр килнĕ.
Ятарлă пĕлÿ илнĕ хыççăн 17 çул каялла Елчĕкри аптекăна пĕрремĕш хут ура ярса пуснă Ольга Николаевна Тябукова - пĕрремĕш категорири фармацевт-специалист. Ĕçри ăсталăхĕпе пултарулăхне кура ăна тÿлевсĕр эмелпе тивĕçтерекен пая ертсе пыма çирĕплетнĕ. Шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларать, пуринпе те тараватлă та ăшпиллĕн калаçать - чирлĕ çынсене хăйĕн ăшă сăмахĕпе те сывалма пулăшать...
С.АНАТОЛЬЕВА.