28 января 2017 г.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче вăрçăпа ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен, право сыхлавĕн органĕсен ветеранĕсен районти канашĕн представителĕсем пулнă. Вĕсене Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн ертÿçи В.Филимонов, П.Красновпа В.Викторов депутатсем, Патшалăх Канашĕ çумĕнчи обществăлла канашăн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн членĕ М.Михайловский йышăннă. Вĕсем район активне общество ĕçне хастар хутшăннăшăн тав тунă, çавăн пекех республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев ял çыннисен пурнăçне лайăхлатассине, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессине, социаллă обязательствăсене пурнăçлассине, çамрăксене пулăшассине хăйĕн тĕп тивĕçĕ тесе шутланине пĕлтернĕ.
Ветерансен районти канашĕн ертÿçи С.Терентьева малашне те депутатсемпе тытакан çыхăну çирĕпленессе шаннине пĕлтернĕ, республика парламентне асăнмалăх парне панă. Район активисчĕсене те депутатсем Чăваш Республикипе паллаштаракан кĕнекесем парнеленĕ, Чăваш Енĕн парламенчĕн ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă.