28 января 2017 г.
Кăрлач уйăхĕн 21-22-мĕшĕсенче Мускавра «Единая Россия» партин съезчĕ пулса иртнĕ.
«Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов палăртнă тăрăх, съездра «çĕршывра пулса иртекен мĕнпур ĕçшĕн парти членĕсем яваплăха туйнине» систерекен шухăш-кăмăл хуçаланнине пĕлтернĕ. «Парти председателĕ Дмитрий Медведев «Единая Россия» çĕршыв Президенчĕн, Правительствăн тĕрекĕ пулнине палăртрĕ. Мĕнпур указ, йышăну партин çул-йĕрне кăтартнин никĕсне çирĕплетнĕ», - тенĕ вăл.
Съезда хутшăнакансем çичĕ ушкăна пайланса ĕçленĕ, çĕршыв аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă.
Форумăн иккĕмĕш кунĕнчи паллă событи - парти Председателĕн Дмитрий Медведевăн доклачĕ. Вăл парти строительствине, ротацие тата ертсе пыракан тытăм ертÿçисене çĕнетсех тăрассине ытларах тимлĕх уйăрма сĕннĕ. Унсăр пуçне, вăл малашне пурнăçа кĕмелли «Вырăнти культура çурчĕ», «Пĕчĕк хулари театр», картишсене тирпей-илем кĕртессипе, пĕчĕк хуласенче парксем лартса çитĕнтерессипе çыхăннă партин çĕнĕ проекчĕсене пурнăçласси тĕп вырăнта пулса тăрассине палăртнă.
«Единая Россия» партин Чăваш регион уйрăмĕн парти проекчĕсене ĕçе кĕртме, çĕнĕ пуçарусене хутшăнма хатĕр пулнине палăртать. Нумай хваттерлĕ çуртсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртес тĕллевпе федераци шайĕнче çирĕплетнĕ «Пирĕн картиш» проект тĕлĕшĕпе те республикăра пурăнакансемпе тĕл пулса сÿтсе явнă. Çакна нумай çын ырласа йышăннă. Хула хутлăхĕнче асăннă программăна пурнăçа кĕртнĕ чухне, паллах, халăх шухăшне тĕп вырăна хураççĕ.