Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кирлине суйлама пĕлмелле

28 января 2017 г.

Самана таппи улшăнсах тăнăран пирĕн ачасем те пурнăç çине урăхларах пăхма тытăнни аванах сисĕнет. Пирĕн ÿсĕмре, маларах çитĕннĕ ача-пăча ашшĕ-амăшне усал сăмах калама кăна мар, сивĕ куçпа пăхма та шикленнĕ. Паянхи шăпăрлан вара кăнттамланса пынине асăрхатпăр. Ашшĕ-амăшĕн чĕри сÿлетсе ыратма пуçлать: ăçта йăнăшма пултартăмăр, мĕн асăрхаса çитереймерĕмĕр ачана воспитани парассинче?

Информаци хăрушлăхĕ ÿссе пыракан обществăра çитĕнекен ачана урам, радио-телевизорпа Интернет кÿрекен сиенлĕ витĕмрен те ытларах хÿтĕлеме тивет. Çавна май 2012 çулта «Ачасене вĕсен сывлăхĕпе аталанăвне сиен кÿрекен информацирен хÿтĕлесси çинчен» саккун вăя кĕчĕ. Вăл ача сывлăхĕпе пурнăçне витĕм кÿрекен, эрех-сăрапа наркотик енне туртăнма илĕртекен, хăй çине алă хума хистекен, çемье хаклăхĕсене хирĕçлекен, йĕркене хирĕç тунă ĕç-хĕле тÿрре кăларакан, усал сăмахсемлĕ, порнографи сĕмĕллĕ кăларăмсене хирĕç кĕрешет.

Хальхи вăхăтра телевизорпа мĕн кăна кăтартмаççĕ-ши; Çапах та телевиденирен хăватлăрах «вăй» та пур-çке. Вăл - Интернет. Шăпах вăл паян сиенлĕ информацие ытларах сарать те. Ыррипе киревсĕррине уйăрма ăнкарман ача пуçне минретмелли туллиех унта.

Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ача компьютер умĕнче ларнă чухне тимлĕхе, сыхăлăха ÿстермелле. Ку чухне ача хăш сайтсенче ларнине сăнамалла. Хальхи вăхăтра шкул ачисен 90 проценчĕ Интернетпа усă курать. Вĕсенчен иккĕ-виççĕмĕш пайне онлайнра чухне ашшĕ-амăшĕ сăнаймасть. Çавăнпах ашшĕ-амăшĕн Интернетра мĕн пурри пурте тĕрĕс пулма пултарайманнине, мĕн çырни-курнине çăмăллăнах ĕненмелле маррине ăнлантармалла. Киревсĕр информаципе хăçан та пулин çав-çавах ăнсăртран паллашрĕ пулсан - ачана ун пеккисем çинчен аслисене каласа кăтартма, яланах чуна уçса калаçма хăнăхтармалла.

Йĕркеллĕ, тăнăçлă çемьере, ашшĕ-амăшĕпе ачисем пĕр-пĕрне шанаççĕ пулсан хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси чылай ансатрах. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачасен ятарлă Интернечĕ пуррине те пĕлмест. Унта вара шăпах вĕсен пĕлÿ шайне ÿстерме, пушă вăхăта усăллă ирттерме пулăшакан сайтсем пур. Маларах асăннă саккун тĕрлĕ информацие ÿсĕм категорийĕсем çине уйăрма хистет: 6, 12, 16 çула çитсен курма ирĕк панисем.

Интернет уçлăхĕ тулли, кирлине суйлама пĕлни - чи кирли.

Л.САЙКИНА,
педагог-психолог. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика