25 января 2017 г.
Раççейри ĕç порталĕнче инвалид çынсене ĕç тупма пулăшас тĕллевпе уйрăм пай йĕркеленĕ.
Унтан вĕсем анлă информаци тупма пултараççĕ: социаллă пулăшăвăн мĕнле тĕсĕсемпе усă курма пултарни, вĕсене илессин йĕрки тата çакăн валли мĕнле хутсем хатĕрлемелли, сусăр çынна пăхса пурăнакан патшалăх енчен палăртакан мĕнле çăмăллăхсене тивĕçни çинчен тата ытти те.
Унсăр пуçне, порталпа усă куракансемшĕн «Квотăпа паракан ĕç вырăнĕ» /ĕç паракансем инвалидсем валли палăртакан пушă ĕç вырăнĕсем çинчен пĕлтерни/ фильтр та уçă.