25 января 2017 г.
Çак çĕре эсир пĕлетĕр-и?
Ватă та вăл, ĕмĕр çамрăк та.
Ăсан туйĕ хÿхĕм çав тери -
Курсан чун киленĕ вăрманта.
Уявра уяв ку çĕршывра,
Ĕçĕпе - хускатĕ вăл тăва!
Кам-ха, кам çак халăха пĕлет:
Вăл çĕр пин сăмахпала пуплет.
Çĕр пин юрă-çемĕ кĕвĕлет,
Çĕр пин тĕслĕ тĕрĕ вăл тĕрлет...
Пырса курăр - йăлт сирĕнпеле
Хатĕр эп тĕрĕслеме пĕрле.
Çак çулăмлă йĕркесен авторĕ, чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Унăн çăлтăрĕ чăваш поэзийĕн тÿпине иртнĕ ĕмĕрĕн çирĕммĕш çулĕсенче тухнă, вара çур ĕмĕр тăршшĕ çап-çуттăн çуннă, ыттисене хăй тавра пухса тăнă. Пысăк ĕмĕтпе те шанчăкпа, хĕрÿ ĕçре те кĕрешÿре, пĕр вĕçĕмсĕр шыравра ирттернĕ поэт хăйĕн пултару терчĕпе тулнă пархатарлă пурнăçне.
Петĕр Хусанкайăн пархатарлă ĕçĕ халăхсем хушшинчи, нумай нациллĕ литературăсем хушшинчи туслăха çирĕплетес, анлăлатас тĕллевпе çирĕп çыхăннă. Çав тĕллеве пурнăçлас тесе вăл ырми-канми ĕçленĕ. Пултаруллă чăваш поэчĕ вырăсла та ăста çырнă. Вăл вырăс поэчĕн 38, тăванла ытти халăх поэчĕсен 500 ытла произведенине яхăн чăвашла е вырăсла куçарса пичетленĕ. Хăй çырнă произведенисем вара пирĕн çĕршывра тата чикĕ леш енчи халăхсен 57 тĕрлĕ чĕлхипе пичетленсе тухнă. Тĕслĕхрен, А.С.Пушкин вилнĕренпе 100 çул çитнĕ тĕле Петр Петрович «Евгений Онегин» сăвăлла романа чăвашла куçарнă.
Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Петĕр Хусанкай фашизма хирĕç пăшалпа та, перопа та çапăçнă.
Унăн чăваш культуринчи пысăк ĕçĕ нумай енлĕ. Вăл - чăваш халăхĕн шанчăклă ывăлĕ, обществăпа патшалăх деятелĕ, талантлă сăвăç, куçаруçă. Унăн ячĕ пирĕн чĕресенче ĕмĕр хĕвел пек çунса тăрĕ. Чăваш халăхĕн сумлă поэчĕн пултарулăхĕпе тĕплĕнрех районти тĕп библиотекăн краеведени уйрăмĕнче паллашма пулать.
Л.ЗАЙЦЕВА.