Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айăпĕ хамăрта мар-и?

25 января 2017 г.

Специалистсем палăртнă тăрăх, ар çыхăнăвĕ урлă чирлĕ çынран теприне 20 ытла инфекци ерме пултарать.

Венери чирĕсен шутне çаксем кĕреççĕ: сифилис, гонорея, çемçе шанкр, хыса лимфогранулематозĕ тата сайра тĕл пулакан венери гранулеми.

Тепĕр ушкăн - ар çыхăнăвĕ урлă ерекен инфекцисем: хламидиоз, микоплазмоз, уреаплазмоз, гепатит В, С, СПИД, цитомегали вирусĕ, кĕçĕ чирĕ, пыйтă, ар органĕсен герпесĕ, ар органĕсен шĕпĕнĕ тата ыттисем.

2016 çулта пирĕн районта çак чирсемпе 33 çын чирленине палăртнă: сифилиспа - 6, гонорейăпа - 9, трихомонозпа - 7, хламидиозпа - 6, ар органĕсен шĕпĕнĕсемпе - 5 çын. 2015 çулпа танлаштарсан, çак чирсен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ. Епле хăрушă!

Сифилиспа чирлисене Курнавăшра, Патреккелте, Кушкăра, Кивĕ Арланкассинче, Кавалта тупса палăртнă.

Ар çыхăнăвĕ урлă ерекен чирсем чылай чухне çынна туйтармасăр, вăрттăн аталанаççĕ. Çавăнпа та чылайăшĕ вăрах вăхăт хушши чир пирки пĕлмесĕр пурăнаççĕ, ытти çынсене чир ертеççĕ. Больницăна урăх сăлтавпа пынă çынсене тĕрĕсленĕ хыççăн час-часах сифилис, гонорея е трихомоноз тупса палăртатпăр. Чирлисен 90 проценчĕ чире ÿсĕрле ертме пултарнине калаççĕ, 80 проценчĕ ниçта та ĕçлемен çынсем, 85 проценчĕ - çемьесĕррисем. Ытларах 20-30 çулхисем чирлеççĕ.

Сифилис - вăраха тăсăлакан, ерекен йывăр чир. Сипленмесен вăл çыннăн шалти органĕсене сиенлет. Чире пуçаракан микроб - шупка спирохета. Сывă çынна вăл чирлĕ çынпа тÿрремĕнех сĕртĕнсен ерет /ар çыхăнăвĕ, чуптуни/ е килти япаласенчен /шăл тасатакан щетка, стакан, питшăлли/. Сифилис темиçе тапхăра пайланать. Вăрттăн тапхăр вăхăтĕнче шупка спирохетăсем пĕтĕм организма сарăлаççĕ. Çапах та унăн паллисем çук-ха. Çак тапхăр 6 уйăха е тата ытларах пыма пултарать.

Пĕрремĕш тапхăр вăхăтĕнче микроб кĕнĕ вырăнта ÿт ăшне ыратман мăкăль тухса ларать, вăл çаврака, хĕрлĕ какай тĕслĕ. Хытă пулнăран ăна хытă шанкр теççĕ. Ку тапхăрта лимфа тĕввисем пысăкланаççĕ.

Чир ерни 2-3 уйăха кайсан унăн иккĕмĕш тапхăрĕ пуçланать. Чирлĕ çыннăн çак паллăсем пулаççĕ: вăй çук, ÿт температури ÿсет, шăмă сыпписемпе мышцăсем ыратаççĕ. Ку вăхăтра организмри пур лимфа тĕввисем те ÿссе тăртанаççĕ. Ÿт-тире тĕрлĕрен шатра тухать, вĕсем ыратмаççĕ, кĕçĕтмеççĕ. Вĕсем эмелленмесĕрех иртсе каяççĕ, каярах тепĕр хут тухаççĕ. Иккĕмĕш тапхăрта та сипленмесен вăл 3-4 çул тăсăлать: шатрасем темиçе хут тухаççĕ, çыннăн шалти органĕсем, шăмăсем, нерв системи пăсăлаççĕ, çÿç, куç харшисемпе хăрпăкĕсем тăкăнаççĕ.

Кайран виççĕмĕш тапхăр пуçланать. Ÿт çине хытă мăкăльсем /гуммăсем/ тухаççĕ, вăхăт иртсен вĕсем çемçелсе пÿрленеççĕ. Çак гуммăсем шалти органсенче, пуç миминче, çурăм шăммин миминче пулаççĕ, вĕсене сиенлеççĕ.

Сифилис ăруран ăрăва куçма пултарать. Чирлĕ хĕрарăм пачах сипленмесен е сипленме пăрахсан, чир пулас ачана куçать. Ун пек чухне ача хырăмрах вилет е чирлĕ çуралать.

Кашни çыннăнах çулталăкра пĕрре больницăра хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттермелле. Сифилис чирне тĕрĕслеме пÿрнерен е венăран юн парас пулать.

Гонорея - ар çыхăнăвĕ хыççăн 3-5 кунтан палăрать. Арçынсен шăк çулĕнчен пÿрлĕ шĕвĕ хăйма евĕр çĕрĕк тăтăшах юхать, шăнă чухне касса ыратать. Хĕрарăмсен те ар органĕнчен пÿрлĕ шĕвек юхать. Вăраха кайсан - гонококксем амалăха сиенлеççĕ.

Трихомоноз - асăннă чирсенчен час-часах тĕл пулать. Чир ернĕ-ерменех палăрмасса та пултарать. Инфекци лекнĕ хыççăн 1-3 кунран пуçласа 3-4 эрнерен чирĕн малтанхи паллисем палăрма тытăнаççĕ. Арçынсемпе танлаштарсан хĕрарăмсен вĕсем лайăхрах палăраççĕ. Трихомонозпа чирлĕ хĕрарăмăн симĕсрех-сарă кăпăклă, ÿте шыçтаракан шĕвек юхать, ар органĕсем чĕпĕтсе кĕçĕтеççĕ. Арçынсем чылай чухне чир паллине асăрхамаççĕ. Чирлисем шăк çулĕ кĕçĕтнипе аптăраççĕ, унтан пÿрлĕ лăймакаллă шĕвек юхать.

Юлашки вăхăтра хламидиоз, уреаплазмоз, микоплазмоз та анлă сарăлчĕç. Шăк çулĕнчен, ар органĕсенчен пÿрлĕрех шĕвек тухать. Хĕрарăмсене хламиди инфекцийĕ лексен таз органĕсем чире каяççĕ, уйăх хушши пăсăлать, хĕрарăмăн çие юлмасть е юлсан та темиçе уйăхран хырăмĕ ÿкет. Арçынсем вара простатитпа чирлеççĕ, шăмă сыпписем, куçсем сиенленеççĕ. Çак чирсем хĕрарăма та, арçынна та ачасăр хăварма пултараççĕ.

Ар çыхăнăвĕ урлă ерекен чылай инфекцине тÿрех асăрхама çук. Чир вара ырă тумасть. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн те, çамрăксен хăйсен те асăрхануллăрах пуласчĕ. Чылай çамрăк ним шухăшламасăр ар пурнăçĕпе пурăнать, паян - пĕринпе, ыран - тепринпе. Кампа май килет, унпа ар çыхăнăвне кĕрет. Анчах ар çыхăнăвĕ урлă вăрах упранакан инфекци ертни, ăна пула нихăçан та алла ача тытаймасси çинчен аса та илмест. Статистика кăтартнă тăрăх, кашни вуннăмĕш мăшăр - ача çуратаймасть.

Сыхланмалли пĕртен-пĕр ансат мел - презерватив. Лавккара, аптекăра, киосксенче ăна нумай сутаççĕ пулин те, пурне те шанма май çук. Йÿнĕ, япăх пахалăхлă презервативсем хăш-пĕр чухне СПИД вирусне чараймаççĕ. Çавăнпа та латексран тунă презервативпа усă курмалла. Сыхланмалли тата та ансатрах, тахçанах тĕрĕсленĕ меслет - пĕртен-пĕр çынпа кăна арлă-арăмлă пурăнмалла. Унсăр пуçне, паллă ĕнтĕ, пĕлмен çынпа çывăхланмалла мар. Енчен те ар çыхăнăвĕнче презервативпа сыхланмарăр пулсан профилактика пирки ан манăр - хлоргексидин, мирамистин, цифипол эмелсем ал айĕнчех пулччăр. Çапах та «эмел ĕçнĕ-çке, иртет» тесе лăпланса ан ларăр, дерматовенеролог патне васкăр.

О.СМИРНОВА,
районти тĕп больницăри дерматовенеролог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика