Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата чăваш халăхне янă Çырупа паллаштарнă

21 января 2017 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата чăваш халăхне янă Çырупа паллаштарнă

Ĕнер 12 сехетре Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне яракан çулленхи Çырупа паллаштарнă.

Çырăва итлеме Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсен, федерацин территори органĕсен, муниципалитетсен ертÿçисем, тĕн, общество организацийĕсен представителĕсем,  Чăваш Енри предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă. Çав шутра  Елчĕк район делегацийĕ те пулнă. Ушкăна район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан - вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ертсе пынă.

2016 çул Чăваш Республикинче Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнипе асра юлнă. Çакна тĕп вырăна хурса Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕсене çак шухăшран пуçласа йĕркеленĕ. Вăл Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнче çирĕп лару-тăру хуçаланнине, Ĕç çыннин çулталăкĕнче 2700 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май килнине палăртнă.

Республикăра çирĕп çемьесем йĕркеленеççĕ,  нумай ачаллă çемьесен хисепĕ ÿсет. Раççей Президенчĕ çумĕнчи Ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Анна Кузнецова Михаил Игнатьевпа нумаях пулмасть ирттернĕ тĕлпулура  нумай ачаллă çемьесен йышĕ ÿснин кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен Раççейри субъектсем хушшинче малтисен шутĕнче пулнине, кунта хĕрарăмсем хырăм пăрахасси чакнин ырă туртăмне палăртнă. «Хĕрарăмсем пурнăç суйласа илни пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ вăл. Пĕр сăмахпа, Чăваш Республикинче çемье ыйтăвне яланах малти вырăна хунă, малашне те çаплах пулĕ. Ахальтен мар республика Пуçлăхĕ 2017 çула  Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.

Республика Правительстви малтан палăртнă тĕллеве - граждансене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерес ыйтăва туллин пурнăçласа пыма майсем тупать. 2016 çулта çак тĕллевпе 7 миллиард ытла  укçа-тенкĕ уйăрнă. Республикăра пурăнакан 400 пине яхăн çын алла тĕрлĕрен тÿлевсем илет. Коммуналлă пулăшăвăн çăмăллăхĕсемпе кашни тăваттăмĕш çын усă курнă.

Юлашки 10 çулта медицина пулăшăвĕ парассинче нумай çĕнĕлĕхе алла илнĕ. Иртнĕ çул Шупашкарта пысăк технологиллĕ объект - республикăри онкологи диспансерĕн хирурги корпусĕ хута кайнă. Онкомедицина аталанăвĕ малашне тата çÿллĕ шая йышăнмалла. Çынсене ку енĕпе пахалăхлă пулăшу парассин тепĕр тапхăрĕ - регионсем хушшинчи Ядерлă медицинăн центрне туса хурасси. 

Республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисем кашни çул чи лайăххисен шутĕнче. 2016 çулта чи лайăх шкулсен ТОП-500 йышне республикăри 9 шкул, яллă вырăнсенчи ТОП-200 йышне 8 вĕренÿ заведенийĕ кĕнĕ. Хальхи вăхăтра республикăра пысăк проект – ачасемпе çамрăксене инженерипе техника пĕлĕвĕ парасси пурнăçа кĕрет.

Чăваш Ен Правительстви промышленноçри пысăк инвестици проекчĕсене пурнăçлама хавхалантарасси - ытларах укçа-тенкĕ уйăрса парасси çине пысăк тимлĕх уйăрма палăртать. Республикăра предпринимательсен хисепĕ ÿссе пырать. 2017 çул пуçламăшĕ тĕлне пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 51 пин ытла субъектне регистраци тунă. «Ырă пулăм савăнтарать. Çынсем хăйсем тĕллĕн ĕçлесе хăйсене тата çемйисене тăрантараççĕ, ытти çынсене те ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтереççĕ. Пирĕн тĕллев - вĕсене хăйсен ĕçне йĕркелесе пыма тивĕçлĕ условисем туса парасси», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Юлашки 5 çулта ялхуçалăхĕнче вăй хуракансен ĕç укçи вăтамран 56 процентран пуçласа 75 процент таран ÿснĕ пулин те республика Пуçлăхĕ çакна çителĕксĕр тесе шутлать. Ялта ĕçлесе пурăнакансен шалăвне тата ÿстермелле.

2017 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен республикăри усă курман çĕр лаптăкĕсен хуçисем тупăнмалла. Патшалăх Канашне янă Çырура Михаил Игнатьев ытти пĕлтерĕшлĕ нумай ыйтăва хускатнă. Вĕсем хаçатăн малашнехи кăларăмĕсенче тĕп вырăн йышăнмалла.

Аса илтеретпĕр: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата чăваш халăхне янă Çырăвĕ тăрăх экспертсен комментарийĕсемпе усă курса хатĕрленĕ анлă репортажа «Россия-1» телеканалăн «События недели» программинче январĕн 22-мĕшĕнче 10 сехет те 20 минутра курма май пур. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика