Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿт-пĕвĕпе тасалнă

21 января 2017 г.

Кăшарни уявĕ ячĕпе районти пур чиркÿре те кĕлĕсем иртнĕ.  6 çăлкуçпа пĕвере ял çыннисем шыва кĕрсе ÿт-пĕвне тасатнă.

Тĕмер.  Тĕне ĕненекенсене Иисуса шыва кĕртнĕ  уяв ячĕпе саламласа Петр Иванов  протоиерей чи малтанах çăлкуçа  тасатнă. Унтан ял халăхĕ ÿт-пĕвĕпе чунне тасатас тесе  шыва кĕнĕ. Шыва кĕмелли вырăнта мĕнпур услови тунă. Турра ĕненекенсем таса шыва килĕсене те илсе кайнă. Ку шыв чи хăватлă шыв шутланать.

Аслă Елчĕк. Турра шыва кĕртнĕ уява анлă паллă тунă. Максим Петров протоиерей ирхи кĕлĕ ирттернĕ хыççăн ял тăрăхĕн администрацийĕнче, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра, культура çуртĕнче, врач амбулаторийĕнче, «Центральный» лавккара, «Березка» ача садĕнче пулнă. Шăпăрлансене таса шывпа сапса ырăлăх суннă, тортпа хăналанă, ыттисене таса шывпа сапнă хыççăн Кăшарни уявĕ ячĕпе кĕлĕ вуламалли хутсем валеçсе панă.

Кĕçĕн Таяпа. Кăшарнинче ял тăрăхĕн администрацийĕ ял çыннисене Аслă Таяпари çăлкуçа илсе каяссине йĕркеленĕ. Культура ĕçченĕсемпе библиотекарьсем мероприятие хутшăннисене Кăшарни шывĕн сиплĕхĕ çинчен каласа панă. Шыва кĕрекенсем хăйсем çине хĕрес хывнă, çылăхĕсемшĕн Турăран ÿкĕтлесех каçару ыйтнă, унăн хăвачĕпе вăй-хал илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика