Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсен сывлăхĕшĕн, ĕç ăнăçлăхĕшĕн

21 января 2017 г.

Ĕç ăнăçлăхĕ, çын сывлăхĕ ĕçлев условийĕсенчен нумай килет. Çапах кунта инструктажсем те паллă вырăн йышăнаççĕ.

Çын ĕçе пĕрремĕш хут вырнаçнă е çĕнĕ çĕрте ĕçлеме пуçланă пулсан, командировкăна килсен, унпа пуçламăш инструктаж ирттереççĕ. Ăна ĕç йĕркипе, тивĕçĕсемпе, прависемпе, ĕç хăрушсăрлăхĕпе ĕç сыхлавĕн специалисчĕ, организаци ертÿçипе специалистсем паллаштараççĕ.

Ĕç вырăнĕнчи малтанхи инструктажа ĕçлекенпе мастер, пай ертÿçи, прораб, тĕп инженер, преподаватель ирттерет. Унăн тĕп тĕллевĕ - оборудованипе, технологи процесĕпе, ĕç вырăнĕпе паллашасси, ĕç сыхлавĕн йĕркисене пăхăнасси.

Тепĕр хут инструктажа кашни ĕçлекенпе кашни ултă уйăхра ирттереççĕ.

Планламан инструктажа ирттересси тĕрлĕ сăлтавран килет. Енчен те предприятире е организацире оборудованине улăштарсан, çĕнĕ технологине, çĕнĕ правилăсене, стандартсемпе инструкцисене ĕçе кĕртсен, хăрушсăрлăх йĕркисене пăснипе çын суранлансан, авари пулсан планламан инструктажа йĕркелеççĕ.

Тĕллевлĕ инструктажа ирттересси производствăпа тÿрремĕнех çыхăнман ĕçсемпе палăрнă. Кунта продукцие тиесси е пушатасси, экскурси, массăллă мероприяти ирттересси паллă вырăн йышăнаççĕ.

Инструктажăн кашни тĕсне ирттерни çинчен ятарлă журналта паллă тумалла. Унта  инструктаж илнĕ çын тата инструктаж ирттерекен алă пусмалла.

А.БОРИСОВ,
район администрацийĕн ĕç хутшăнăвĕсен енĕпе ĕçлекен специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика