21 января 2017 г.
Кăрлач, 21
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ Николай Иванович АНИСИМОВ /Вăрăмхăва/ çуралнăранпа - 60 çул.
Раççей Федерацийĕн Сывлăха сыхлас тата социаллă политика министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ Нина Николаевна БУРДАСТОВА /Патреккел/ çуралнăранпа - 60 çул.
Биологи наукисен кандидачĕ, 90 наука ĕçĕн авторĕ Алевтина Павловна ЛАРИОНОВА /Таяпа Энтри/ çуралнăранпа - 75 çул.
II, III степень «Пĕр кăлтăксăр службăшăн» медальсене, «СССР Шалти ĕçсен министерствин лайăх службишĕн» паллăна тивĕçнĕ Валерий Алексеевич ПАТШИН /Аслă Елчĕк/ çуралнăранпа - 60 çул.
Кăрлач, 25
Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕ, I, II степень Отечествăлла вăрçă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене тивĕçнĕ Василий Григорьевич ЕМЕЛЬЯНОВ /Лаш Таяпа/ çуралнăранпа - 105 çул.
РСФСР Çутĕç министерствин Хисеп грамотине, медальсене тивĕçнĕ Аркадий Васильевич КРАСНОВ /Çĕнĕ Пăва/ çуралнăранпа - 85 çул.
Чăваш АССР тава тивĕçлĕ строителĕ, СССР вĕрентĕвĕн отличникĕ, Октябрьти Революци, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕ Василий Иванович МОРОЗОВ /Таяпа Энтри/ çуралнăранпа - 80 çул.
Кăрлач, 29
ВЛКСМ Чăваш обкомĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ Зинаида Николаевна КУДРЯВЦЕВА /Елчĕк/ çуралнăранпа - 65 çул.
Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине, медальсене тивĕçнĕ Агафон Емельянович НИКИФОРОВ /Çĕнĕ Пăва/ çуралнăрапа - 90 çул.
Кăрлач, 30
Чăваш Республикин ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, III, II степень Ĕç Мухтавĕн орденĕсене, медальсене тивĕçнĕ Ардалион Егорович ДАНИЛОВ /Тÿскел/ çуралнăранпа - 75 çул.
III степень «Пĕр кăлтăксăр службăшăн», I, II степень «Службăри çитĕнÿсемшĕн», Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин кăкăр çине çакмалли паллăна тивĕçнĕ Борис Петрович МОРОЗОВ /Кĕçĕн Таяпа/ çуралнăранпа - 50 çул.