18 января 2017 г.
«Елчĕк ен» хаçатăн 2016 çулхи раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленнĕ Светлана Архипова журналистăн экологи проблемипе çыхăнтарнă статйин кашни йĕрки айнех эпĕ алă пусма хатĕр. Мĕншĕн тесен автор, калăн, манăн шухăшсенех çырса кăтартнă.
Чăннипе каласан, экологи ыйтăвĕ унчченех çивĕч тăнă, хальхи вăхăтра - тата ытларах. Тĕлĕнĕн, çак пулăм патшалăх йĕркеленсен, халăх ытлăн-çитлĕн пурăнма тытăнсан çуралнă тенĕ пулăттăм. Çыннăн тавракурăмĕ, культури экономика аталанăвĕнчен каярах юлса пырать мар-и? Тата вăхăчĕ те хамăр ентешĕн В.Эктелĕн «Шавкăн» романĕнчи геройĕсем пекреххисем валли пулчĕ пулмалла: урлă выртакан япалана тăрăхла çавăрса хума та çÿлтен хушасса кĕтсе ларатпăр. Халĕ вара, хивререх каласан, чан çапмалли вăхăт çывхарса пырать. Тĕнче шайĕнчи мар, хамăр таврари çак «хĕрлĕ кĕнекене» ăса хывса вуласан пуçра: «Манăн айăп та çук-ши?» - текен шухăш çуралать. Этем чури хĕрлĕхне çухатать, йăх-ăрăва малалла тăсать. Чĕрчун тĕнчи, йывăçсем çĕр пичĕ çинчен çухални вара кулянупа кăна иртмест. Çутçанталăкра нимĕн те ытлашши пулас çуккине Китай çĕршывĕнче пулса иртнĕ трагикомеди те çирĕплетсе парать. 1959-1960 çулсенче çерçисем тыр-пула пĕтереççĕ тесе Китай Правительстви вĕсене кĕске вăхăтра «тĕп тума» хушать. Хушнă - пурнăçланă. Пĕтĕмлетĕвĕ вара çапла: пĕрремĕш çулхине тырри-пулли аванах çитĕннĕ. Иккĕмĕш çулхине вара хурт-кăпшанкă пĕтĕм тырра çисе ярать. Китай çĕршывĕн ирĕксĕрех валюта тÿлесе Канадăран çерçи туянма тивет. Совет Союзĕн компартийĕ тăванла Китай Республикине çерçисене ахалех парать. Китай компартийĕ вара кĕрешĕве йĕкехÿре, шăна, ÿпре тата хăнкăла çине куçарать.
Пурнăç кĕнекин пĕр самантне кăна каялла уçар-ха: атте-анне, çуралнă тăван кĕтес, тăван тăрăхри улăх-çаран, юханшыв - яланах куç умĕнче, вĕсем нихăçан та асран тухмаççĕ. Вĕсем çине паянхи куçпа пăхсан поэзи хĕмĕ пачах çухалать: юхăнать, улшăнать тĕнче. Ахальтен мар пулĕ Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн председателĕн çумĕ Александр Бречалов 2017 çула «Экологи вăрçин» çулĕ тесе пĕлтерет.
Светлана Архипова асăннă статьяра районти влаçсем тăрăшнипе тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес ыйтăва иртнĕ çулсенчен тытăнсах малти вырăна хунине палăртать. Тĕрĕсех, Елчĕкре тасатакан сооружени ĕçлет, йăлара усă курнă ăпăр-тапăра суйласа илсе тепĕр хут ĕçе кĕртессипе тимлекен организаци те йĕркелесе янă тата ыт.те. Анчах та алла чĕре çине хурса каласан çак ĕçсем халăх хушшинче: «хăй те тĕк пурăнмасть, çынсене те тĕк пурăнма памасть» тесе калакан район администрацийĕн пуçлăхăн тăрăшулăхĕпе теветкеллĕхне кура пулнине пурте пĕлетпĕр. Хальхи вăхăтра çак ĕçе депутатсем, ĕç укçи илекен ытти тÿре-шара та кÿлĕннĕ. Урăхла каласан, йăсăрланакансем пур-ха, анчах хĕмленсе çунакансем сахалрах. Пуçлăхран, районти влаçран хăранипе анчах çак проблемăран хăтăлма шутлани çителĕксĕр пулнă пулĕччĕ. Çак ĕçре чи кирли - пĕтĕм халăх пĕр шухăшлă пулни, вĕсем çакна ăнланса пĕрлехи вăйпа хăюллăн ĕçе пикенме пултарни. Пĕрре çĕкленĕ ялава çĕре ÿкерес марччĕ, алăран алла парса малалла талпăнасчĕ.
Чĕрчунсен тĕнчине сыхлас ĕçе районта малашне яваплă организаци хутшăнни те шанчăк çуратать. Районти экологи службин район хаçатĕнче хăйĕн страници пулсан та аван.
Тăван тавралăхпа киревсĕр хăтланнинче тата çын пĕр паянхи кунпа анчах пурăннинче атеизмла воспитани сĕмĕ те пур пулĕ тетĕп. Пире, социализм ачисене, çутçанталăк хăйне хăй пулать, çĕнелсе пырать тесе вĕрентнĕ мар-и? Çĕнелмест иккен, пĕтсе пырать. Вара тинех: Турă панă пуянлăха упрамалла, çĕр-аннемĕре, çăлкуç-юханшывсене сыхламалла текен шухăш çуралать. Çакă мĕнпур этемĕн Турă, совеçĕ умĕнчи парăмĕ. Çакна та асра тытасчĕ: пирĕн киревсĕр ĕçсене, тен, Турă хăйĕн виçесĕр ырлăхĕпе каçарĕ, çутçанталăкран вара çакна кĕтсе илеймĕн - вăл каçармастех. Тепĕр илемсĕр пулăм: ĕлĕкхи ватă çынсем тасатса, сăвапласа тирпейленĕ çăлкуçсене çамрăксем чыссăрласа варалани. Маншăн çакă ытла выльăхла хăтлану пек туйăнать. Çăлкуçсене варалакансем паян ÿкĕнмесен - Туррăн васкамалли çук.
Раççей Правительстви халăха пĕр чăмăра пĕрлештермелли тĕллев кирли çинчен, патриотизм туйăмĕ çине таянса унпа танлашса пурăнмалли çинчен систерет. Çутçанталăк илемĕ, тăван тăрăхри хăтлăх, çĕршыв тĕрекĕ - çакă мар-и патриотизм? Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2016 çулхи раштав уйăхĕнче журналистсемпе ирттернĕ пресс-конференцире пурте илтмелле уçăмлăн çапла каларĕ: «çутçанталăка упрасси кашни çын тивĕçĕ пулмалла, влаç органĕсем вара экологишĕн тÿрремĕнех яваплă пулса тăраççĕ».
Пирĕн вилĕмсĕр ăсчахăмăрăн, хамăр ентешĕмĕрĕн Г.Н.Волковăн çакăн пек сăмахсем пур: «хĕрарăма - автан, арçынна - шăна, ачана хĕвел вăратать». Вăхăтлă вăранар! Вăранасчĕ.
О.ПУПИН.
Елчĕк ялĕ.