Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансем тулли пурнăçпа пурăнаççĕ

18 января 2017 г.

Иртнĕ çул вăрçăпа ĕç ветеранĕсен Çĕнĕ Пăвари канашĕ сахал мар ĕç туса ирттерчĕ, ветерансене тулли пурнăçпа пурăнма пулăшрĕ.

Çулсеренех ветерансене сумлă юбилейсемпе /80, 85, 90 çулсем/ Чăваш наци радиовĕ урлă саламлатпăр, вĕсене хитре юрă итлеттерсе хавхалану кÿретпĕр. Пĕлтĕр Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕ Н.Поликарпов хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак уявпа ăна асăнмалăх парне парса чысларăмăр. Çемье çавăрни 50, 60 çул çитнине паллă тăвакансене те ылтăн, кевер туйĕсем ячĕпе парнесем парса, юрăсем юрласа савăнтаратпăр.

Кашни çулах нарăс уйăхĕнче районта йĕркеленĕ «Хавхалану çăлкуçĕсем» смотр-конкурса хутшăнатпăр. Иртнĕ çул та пирĕн ушкăн малти вырăна тухрĕ. Нарăсăн 23-мĕшĕнче Çĕршыв хÿтĕлевçи кунĕ ячĕпе КВН, викторина ирттертĕмĕр, тĕрлĕ спорт вăййисенче мала тухнисене призсемпе грамотăсем парса хавхалантартăмăр. Çартан таврăннă çамрăк салтаксемпе ялти шкулти аслă класра вĕренекенсем культура çуртĕнче тĕлпулу каçĕ ирттерчĕç.

Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче ĕçре хисеп çĕнсе илнĕ, наградăсене тивĕçнĕ тата нумай ачаллă хĕрарăмсене культура çуртĕнче хăналарăмăр, концерт кăтартса савăнтартăмăр. З.Шумилкина библиотекарьпе пĕрле библиотекăра хĕрарăмсен алă ĕçĕсен куравне йĕркелерĕмĕр.

Ирнĕ çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Çăварнин юлашки кунĕнче, «Хĕле ăсатни» уяв ирттертĕмĕр. Лашасене хăюсемпе, шарсемпе, хитре тутăрсемпе илемлетсе, сап-сарă улăм сарнă çунасем çинче ачасем, çамрăксем, ватăсем купăспа çăварни юррине янраттарса юрласа катаччи чупрăмăр.

Ветерансем çутçанталăкпа тачă çыхăнура пурăнаççĕ. Вĕсем тăван тавралăха таса, тирпейлĕ тытма тăрăшаççĕ. Урамсене, хапха умĕсене, картишĕсене шăлса, тасатса тăраççĕ. Кил-çурт умĕнче тĕрлĕ-тĕрлĕ хитре чечексем лартса ÿстереççĕ. 75 çулхи ĕç ветеранĕ Ф.Фомин ачисемпе, мăнукĕсемпе кÿлĕ хĕррине 200 ытла тĕп йывăç лартрĕ, халь вăл вĕсене пăхса çитĕнтерет. Н.Зайцев та /пенсионер, колхоз ертÿçи/ çемйипе хăйĕн хуçалăхĕ çывăхĕнче 200 ытла тĕп йывăç лартса ÿстерет. Тăван тавралăх - хамăрăн пуянлăх, çавăнпа та пирĕн ăна упрамалла, сыхламалла, юратмалла та илемлетме тăрăшмалла.

Çĕнтерÿ кунĕ - нихăçан асран тухма пултарайман кун. Çак кун ялта Аттелĕхĕн Аслă вăрçин паттăрĕсене асăнса лартнă обелиск умĕнче митинг ирттертĕмĕр. Унта шкул ачисем, вĕрентекенсем, ял-йыш, вăрçă участникĕ Н.Поликарпов, унран çур çул çеç кĕçĕнрех А.Пупин ветеран тата тыл ветеранĕсем пухăнчĕç. Ветерансене Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Смирнов тата унăн çумĕ В.Турхан асăнмалăх парнесем парса чысларĕç.

Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Питрав уявне тухрăмăр. Ĕлĕкхи йăла-йĕркене манас мар, вĕсене çитĕнекен ăрăва, çамрăксене вĕрентсе хăварас, ял халăхне савăнтарас тесе 30 хĕрарăм вăйă картине тăтăмăр. Вăйă юрри, кĕвви çепĕç те янăравлă. Савăнăçпа «хĕрсен» сасси инçете-инçете саланчĕ. Хамăр енчи хĕрарăмсен кĕписем мĕнле хитре тата! Куçа илĕртекен, çунса тăракан тĕрĕллĕ саппунĕсем, тутăрĕсем! Чăваш тумĕпе «хĕрсем» тата ятуллă, ватăсем те çап-çамрăк курăнаççĕ.

Хĕл ларсан кашни кĕçнерникун культура çуртне алă ĕçсем тума «Хозяюшка» клуба çÿретпĕр. Унта хитре чечексем çыхма вĕренетпĕр, çĕлетпĕр, тĕрлетпĕр, юрлатпăр, юрăсем вĕренетпĕр, концерта хатĕрленетпĕр. Хĕллехи вăрăм каçсенче ветерансем хаçат-журнал, кĕнеке вулама юратаççĕ. Библиотекăра Н.Александров, Н.Поликарпов, Л.Викторова, В.Александрова, Т.Зайцева, Ф.Фомин кĕтнĕ хăнасем. Пĕлтĕр А.Павловскаян «Вĕрене шывĕ те пылак» кĕнекине вуласа тухса ушкăнпа сÿтсе яврăмăр. Çавăн пекех «Ветеран» хаçатăн кашни номерне библиотекăна пухăнса тишкеретпĕр.

Ветерансем сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшаççĕ. Эрнере икĕ кун Елчĕкри «Улăп» ФОК бассейнне ишме, хĕл кунĕсенче йĕлтĕр çине тăрса уçă сывлăша кăкăр тулли сывласа çÿретпĕр, каçсерен скандинави меслечĕпе утатпăр. А.Васильева тухтăрпа та пĕрле уçă сывлăшра утса çÿретпĕр.

Пирĕн ялти ветерансен канашĕ шкул коллективĕпе тачă çыхăнса ĕçлет. Класс ертÿçисем тăрăшнипе тимуровецсем ватăсене, пĕччен пурăнакансене час-часах пулăшаççĕ. Шкул ачисем çулсеренех обелиска тасатаççĕ, тирпейлеççĕ, чечексем лартса ÿстереççĕ. Çимĕк умĕн ял халăхĕ масарсене тасатма, тирпейлеме тухать. Çак ĕçе шкул ачисем те кашни çулах хутшăнаççĕ.

Активлă ветерансем пирĕн хушăра сахал мар. Т.Зайцева, Ф.Скирдова, Р.Мордвинова, Е.Егорова, С.Киселева, Е.Кузьмина, Н.Александров, Ф.Фомин, Ф.Крысов, Ф.Квасов, П.Егоров, И.Пыркин ырă ята тивĕç.

А.ФОМИНА,
Çĕнĕ Пăва ялĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика